Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Посылка яма пултаратăп-и?

Ман мăшăрăма айăпланă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти çирĕп режимлă колоние ячĕç. Эпĕ ăна посылка ярса пама пултаратăп-и? Çулталăка миçе посылка яма пулать?

А.СОРОКИНА.

Ыйту çине прокурор пулăшуçи Д.Алексеев хуравлать:

- Раççей Федерацийĕн УИКĕн 90 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, ирĕклĕхсĕр юлнă айăпçăсене тăванĕсем посылка, передача, бандероль яма пултараççĕ. Почта йĕркисемпе килĕшỹллĕн, унăн виçи 20 килограмран иртмелле мар.

Çирĕп режимлă юсану колонинчи айăпçăсем валли çулталăкра - 4, çăмăлрах йĕркене тивĕçнисем валли - 6, сĕмсĕр айăпçăсем валли 2 посылка е передача яма ирĕк параççĕ.

Айăпçă хăйне тивĕçлĕ тытсан, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесен хушма тăватă посылка е передача илме пултарать.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2014
13:42
Поделиться