Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мĕнле майпа тавăрайăп?

- Эпĕ вĕренсе водитель правине илтĕм. Автошкулта вĕреннĕ чухне тỹленĕшĕн налукăн пĕр пайне каялла илме май пур тенине илтрĕм. Ăна мĕнлерех майпа тавăрма пулать-ши?

Г.ИВАНОВА.

- Налук службин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, автошкулăн вĕрентỹ ĕçне йĕркелеме ирĕк паракан лицензи пулсан, унта вĕреннĕ çын тỹлевĕн пĕр пайне каяллла тавăрма пултарать. Çак тĕллевпе унăн налук тапхăрĕ вĕçленсен налук органне 3-НДФЛ формипе деклараци памалла, курссенче вĕреннине çирĕплетекен документсене - учрежденипе тунă килĕшĕве, лицензипе копине (енчен те килĕшỹре лицензи пирки палăртни çук пулсан), тỹлев хучĕсене (квитанци, тĕрĕслевпе касса чекĕ, тỹлев порученийĕ, банк çырса пани тата ыт. те) - тăратмалла. Декларацире хăвăрăн тупăшсем пирки калакан справка (2-НДФЛ формăпа) кирлĕ пулать, ăна ĕç вырăнĕнче параççĕ.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2014
13:37
Поделиться