Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕрке пуриншĕн те пĕр

- Саккунпа килĕшỹллĕн, уяв умĕнхи ĕç кунĕ пĕр сехет кĕскерех. Енчен те çын 0,5 е 0,25 ставкăпа вăй хурать пулсан, çак йĕркепе усă курма пултарать-и?

НАТАЛЬЯ.

- РФ Ĕçлев кодексĕнче палăртнă тăрăх, уяв умĕнхи ĕç кунĕ е смени пĕр сехет кĕскелет. Ку йĕрке пур ĕçчене те пырса тивет.

Пĕр чарăнмасăр ĕçлекен организацисенче тата ĕçсен хăш-пĕр тĕсĕнче (вĕсенче смена вăхăтне чакарма май çук пулсан) уяв умĕнхи кун палăртнинчен ытларах вăй хунă çынна канма хушма сехетсем памалла, е вăл килĕшсен, ятралă нормăна тĕпе хурса хушса тỹлемелле. РФ Аслă Сучĕн 2006 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнчи ГКПИ 06-963 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ку çăмăллăх пур ĕçчене те пырса тивет, çав шутран кĕскетнĕ ĕç кунĕпе тăрăшакансене те.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2014
13:40
Поделиться