Вăхăтра пĕлтермелле
2014 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Федерацин 142 номерлĕ "Федерацин Раççей Федерацийĕн гражданстви çинчен" саккунĕн 6 тата 30 статйисене, Раççей Федерацийĕн саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун вăя кĕчĕ.
Унпа килĕшỹллĕн, иккĕмĕш (ют çĕр-шыв) гражданствине илнĕ Раççей гражданинĕн (ачасен ют çĕр-шыв гражданстви пирки те) çакăн пирки Федерацин миграци службин вырăнти территори органне 60 кун хушшинче çыру урлă пĕлтермелле. Раççей Федерацийĕн тулашĕнче яланлăх пурăнакан Раççей гражданĕсемпе патшалăхсем хушшинче иккĕллĕ гражданство пирки килĕшỹ çырнă Таджикистанпа Туркменистан гражданĕсене пырса тивмест çак йĕрке.
Саккунпа килĕшỹллĕн, иккĕмĕш гражданство пуррине пытарнă граждансене 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 400 сехетлĕх "обязательнăй ĕçсем" наказани пама пултараççĕ. Заявленинче палăртнă сведенисем ултавлă пулсан е иккĕмĕш гражданство пирки Федерацин миграци службин вырăнти территори органне вăхăтра пĕлтермесен гражданинăн 500-1000 тенкĕ штраф тỹлеме тивет.
Тĕплĕнрех пĕлес тесен 2-56-54 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.
Т.КАЗЕЕВА.