Таса мар алăсен чирĕ
Юлашки вăхăтра районта вируслă А гепатитпа чирленĕ 4 çынна регистрациленĕ.
Мĕн-ха вăл А вируслă гепатит? Вăл пĕвере сиенлекен çивĕч вирус инфекцийĕ. Чире А гепатитпа сиенленнĕ çын ертет. Вирус çын каяшĕпе пĕрле тухать, вăл вара шыва е апат-çимĕçе лексе ытти çынсен организмне аркатать. А гепатитпа ытларах ачасем чирлеççĕ. Вĕсене вирус таса мар алăсем урлă лекет. Çавăнпах А гепатита ытларах "Таса мар алăсен чирĕ" теççĕ. Инфекци санитари условийĕсем япăх тата халăх йышлă пурăнакан çĕрте вăйлă сарăлать.
Вирус организма кĕрсе вăтамран 5-7 кунран палăрма пуçлать. Чирлĕ çын хăйне вăйсăр, ĕшеннĕн туять. Унăн пуç, сыпăсем ыратаççĕ, хăсас килет, ỹт-пỹ кĕçĕтет, ỹт температури 37-38,5 пулать. Çамрăк ачасен вар витти пуçланать, аслисен ăш ыратать. Унтан сарă чирĕн тапхăрĕ пуçланать. Ку чухне ỹт-пỹ, куçсем саралаççĕ, шăк тĕттĕмленет, каяш тĕссĕрленет. Сарă 1-2 эрнене пырать, унтан иртет. Чир вара 1 эрнерен пуçласа 2 уйăха таран тăсăлма пултарать. Малтанхи паллăсем пуçлансанах инфекционист врач патне каймалла. Чирлĕ çынна килте хăвăр тĕллĕн сиплемелле мар, çакă уншăн та, ытти çынсемшĕн те сиенлĕ.
Гепатитран сыхланмалли тĕп меслет - профилактика. Паян унран хỹтĕлекен вакцинăсем пур. Прививка тусан 6-10 çул чир ересрен шикленмелле мар. Çавăн пекех эсир пурăнакан çуртра, ĕçлекен вырăнта, шкулта, ача сачĕсенче, столовăйсенче, пасарсемпе лавккасенче таса та тирпейлĕ пулни вар-хырăм чирĕсенчен сыхланма май парать.
С.ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн ертỹçин çумĕ.