Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шупашкар хулин уявĕнче

Шупашкар хулин уявĕнче

Тỹскелти "Шуçăм" фольклор ансамблĕ Шупашкар 545 çул тултарнине уявланă çĕре хутшăннă.

Пултаруллă коллектив Шупашкарти Ленин районĕ йĕркеленĕ "Музыкальные Чебоксары" фестивале хутшăннă. В.Игнатьев ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ Лакрей паркĕнче, чукун çул вокзалĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Анатри чăвашсен юррисене хăнасем хапăл туса йышăннă.

Коллектива Шупашкар хулин Ленин район администрацийĕ диплом парса чыс тунă.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:36
Поделиться