Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Нумайлăха асра юлĕ

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа тĕп хулара "Пултарулăх бульварĕ" арт-проект (500 ытла çын тата пултарулăх коллективĕсем куракансене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă) йĕркеленĕ. Асăннă пулăм Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çитиех тăсăлнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тĕрлĕ служба ертỹçисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула ертỹлĕхĕ, общество организацийĕсем, килнĕ хăнасем халăх пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн Хĕрлĕ лапамра Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалланă тĕп мероприятие хутшăннă.

Михаил Игнатьев Шупашкар халăхĕпе пуçтарăннă хăнасене хула кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, хамăрăн юратнă хулана илемлĕ те хăтлă тăвассишĕн, малалла аталантарассишĕн чуна парса ĕçлекен кашни çынна тав сăмахĕ каланă.

Уяв хăнисем - Шао-линь мăнастирĕн манахĕсем тата Намиби Республикин Окаванго провинцийĕнчен килнĕ делегаци вырăнти халăха хăйсен илемлĕ хусканăвĕсемпе савăнтарнă.

Çак кун ир-ирех Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн çемйипе тата хула халăхĕ "Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядкăна" уява хутшăннă.

Тĕп хуламăр кашни çулах ỹссе те аталанса пырать. Вăл пирĕн республика мăнаçлăхĕ, хăватлă индустри центрĕ, пуян традициллĕ тата хăйне евĕрлĕ культурăллă Раççейĕн чи тирпейлĕ хули пулнине хăнасем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненнĕ.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:35
Поделиться