Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Музейра - ĕмĕр асăнмалăх

Музейра - ĕмĕр асăнмалăх

Кашни çамрăк мăшăр пурнăçри чи паллă кун ĕмĕр асра юлмалла пултăр тесе тăрăшать. Ватăсем каланă тăрăх, мăшăрăн кун-çулĕ туя мĕнле ирттернинчен те килет. Пурнăç тăршшĕпех телей курасси пĕрремĕш кунранах пуçланать теççĕ.

Шуршу хĕрĕпе Марина Михайловăпа Хăвăлçырма каччи Александр Казаков çемье çавăрма шухăшланă. Марина Чăваш Тăрăмри шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Педагогсем хушшинче ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Саша Кỹкеçри "Рыболов" фирмăра тăрăшать.

Çамрăксем савăнăçлă самантсене йĕр хăварма Аслă Елчĕкри пултаруллă Любовь тата Александр Адюковсене сăн тата видео ỹкерттерме чĕннĕ. Вĕсем вара çĕнĕ мăшăра Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне те çитсе курма сĕннĕ. Хаваспах килĕшнĕ Казаковсем. Аваллăх тĕнчи иккĕшне те мĕн ачаран илĕртет-çке. Ылтăн çĕрĕсем тăхăннă хыççăнах Казаковсем музея хавхаланса çитрĕç.

Ăшшăн йышăнчĕç музейçĕсем ĕмĕре пĕр сукмакпа утса тухма шухăш тытнă çамрăк мăшăра. Ĕлĕкхи туя сăнласа паракан ятарлă программа хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ вĕсем. Асаннесем тĕртнĕ пир кашма тăрăх утакан мăшăра çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Пĕчĕк ачасем ырă пурнăç сунса вĕсене хăмлапа, тырăпа пуç çийĕн сапрĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн П.Пупинăн "Пурнăç урапи" скульптури умĕнче çамрăксене сурпан çыхтарчĕç. Çĕнĕ кин тĕрĕ тĕрлеме пĕлет-и? Алла йĕп ярса тытнă Марина чăннипех те маттур, тĕрлеме те ăста. Саша арăмĕн ĕçĕпе кăмăллине пытараймасть. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Т.Шаркован "Ĕлĕкхи туй" картини умĕнче сăн ỹкерттерни хăйне евĕр асамлăх тĕнчине илсе кĕчĕ çамрăксене. Авалхи станокпа пир тĕртни, çăм арланипе шỹрĕ туни, уйран уçлани, ал арманĕпе кĕрпе авăртни, çĕнĕ çынсем пасарта çăпата туянни, хăтлă çуртра çемье сăпка юррине пĕлни, "Телей таканне" шырани, кĕвентепе шыв ăсни... тата ыттине те курма питĕ кăсăклă пулчĕ. Ĕлĕкхи туй саманчĕсене паянхи çамрăка кăтартни пархатарлă ĕç. Халăх пуянлăхĕн управĕн ĕçченĕсем В.Вастуловăпа С.Голубева çамрăк мăшăрсене хăйсем патне чĕнсе чыслассине ырă йăлана кĕртсе ярасшăн.



"Елчĕк Ен"
20 августа 2014
08:43
Поделиться