Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чиркĕве пĕрлехи вăйпа хăпартатпăр

Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве 2010 çулта хăпартма тытăннă. Вырăнти чиркỹ настоятельне - Силуан Козлов иеромонаха çак çăмăл мар ĕçре ял-йыш май пур таран пулăшать.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем йĕркеленĕ "Чиркĕве пĕрлехи вăйпа хăпартатпăр" ятпа иртнĕ ыр кăмăллăх концертне халăх йышлăн пуçтарăннă. Билет сутса пухăннă укçа-тенке артистсем пĕр шухăшлăн чиркỹ фондне куçарма йышăннă.

Артистсене тата концерт курма пынă ентешĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев тăван ялти чиркĕве хăпартма хăйсен тỹпине хывнăшăн чун-чĕререн тав тунă.



"Елчĕк Ен"
16 августа 2014
11:58
Поделиться