Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республикăпа паллаштарать

"Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству" кĕнекен 14-мĕш кăларăмĕ кун çути курнă.

Ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех ăнăçлă аталанакан регионăн визит карточки теме пулать.

Кăларăма ЧР Журналистсен союзĕ хатĕрленĕ. Унти ĕçченсем Культура çулталăкĕнчи çĕнĕ кĕнекене кăларассипе чунне парса ĕçлени куç умĕнче.

Кĕнекере тавралăх кун-çулĕ, йăли-йĕрки, ỹнер промысли тата паллă çынсен шăпи çырăннă. Кунтах - ЧР патшалăх влаç органĕсен, музейсен, театрсен тата ыттисен адресĕсемпе телефонĕсем те.



"Елчĕк Ен"
13 августа 2014
13:46
Поделиться