Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республика малалла аталанать

Республика малалла аталанать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттернĕ пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Пресс-конференцире çĕкленĕ ыйтусем çине Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн те уççăн хуравларĕ. Икĕ сехет ытла пынă калаçура вăл журналистсен республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе çыхăннă 30 ытла ыйтăвне хурав пачĕ.

- Эсир регион ертỹçи пулнă май пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕрсене 4 çул каяллах палăртнă-и е вĕсем те вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса пыраççĕ-и?

- Хамăн тĕп тĕллевсене çак должноçа лартсанах палăртнине маларах асăнтăм ĕнтĕ. Чăн та, вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене кăшт тỹрлетỹсем кĕртме тивет, çапах темле пысăк улшăнусемех мар. Астăватăп-ха, малтанхи çулсенче районсем тăрăх çỹренĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă чухне çынсем ĕç вырăнĕпе тата тупăшпа, потребитель рынокĕнчи хаксемпе, ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтусене хаскататчĕç. Çак йывăрлăхсене майĕпен татса паратпăр. Халĕ вара халăха ЖКХ тытăмĕнче йĕрке тăвасси, территорисене тирпей-илем кĕртесси, çулсене юсасси пăшăрхантарть. Паллах, пĕтĕм ыйтăва пĕр кунрах татса пама май килмест. Чи кирли - эпир çынсем хамăртан мĕн кĕтнине пĕлетпĕр, çакăнпа çыхăнтарса йышăнусем тăватпăр, укçа тупма тăрăшатпăр.

- Кăçал республикăн кăнтăр районĕсенче çумăр çителеклĕ çуманран тырă тухăçĕ пĕчĕкрех. Çĕрпỹ, Красноармейски, Шупашкар районĕсенче кăтарту аванрах, вĕсем пĕр гектартан 23-34 центнер пухса кĕртеççĕ. Кăçал республикăра кирлĕ чухлĕ тыр-пул пуçтарса илейĕпĕр-ши, кĕлетсене тултарайăпăр-ши?

- Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме, тыр-пула йĕркеллĕ пухса кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Чăн та, кăçал Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахалрах çурĕ, нỹрĕк çителĕклĕ пулманран тухăç та пĕчĕкрех. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах пухса кĕртетпĕр. Çĕр улми те маларахринчен кая мар пулмалла, мĕншĕн тесен 2013 çулта "иккĕмĕш çăкăра" пуçтармалли вăхăтра çумăр кансĕрлерĕ, унăн 1/3 пайĕ уй-хиртех юлчĕ. Выльăх апачĕ те саппаслăх хатĕрлеççĕ. Кăçал куккурус та ытларах. Паянхи кун ял хуçалăх продукцине лайăх хакпа сутма пулать, сĕтсĕр пуçне. Çакна пулах асăннă тытăмра вăй хуракансен кăмăлĕ те лайăх. Тăрăшса ĕçлесен тупăш илме май пуррине нумайăшĕ аван пĕлет.

- 2015 çул Литература çулталăкĕ пулĕ, çавна май республикăра хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă-и?

- 2014 çул - Культура, 2015 çул вара Литература çулталăкĕ пулĕ. Икĕ çак ăнлав пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, вĕсене уйăрма май çук. Культурăн та, литературăн та пĕр тĕллев - çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси. Пирĕн пурин те хамăрăн Тăван çĕр-шыва, чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене юратмалла. Республикăра Литература çулталăкне хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ, çитес вăхăтрах йышăнусем пулĕç. Ку ĕçе маттур та пултаруллă, пуçаруллă çынсене те явăçтаратпăр. Эпĕ çак кунсенче 2015 çулта Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусрăм.

- Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен территорийĕнче ял тăрăхĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пĕрлештерес ĕç 2006 çултанпах пырать. Çакă пирĕн республикăна та пырса тивмĕ-и?

- Кашни регионăн хăйне евĕрлĕхĕсем пур. Чăваш Ен - халăх йышлă пурăнакан регион. Хăшпĕр субъектра ял тăрăхĕсен ĕçченĕсен йышне чакараççĕ. Эпĕ вара çакна ырламастăп, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче темле пысăк улшăнусем тума кирлĕ мар. Ялти çынсем хăйсен ыйтăвĕсемпе, тĕслĕхрен, справка илме, ял тăрăхĕсене кайма хăнăхнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатасси пирки эпĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнăччĕ. 2015 çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, депутачĕсен суйлавĕ иртĕ. Ун чухне районсенчи 9 ял тăрăхне пĕтерĕпĕр, вĕсенче депутатсен пухăвĕ те пулмĕ. Тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Çак ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене райадминистрацин пай ĕçченĕсем тивĕçтерĕç. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене пысăклатасси пирки калас тăк ку ыйтăва муниципалитетсен хăйсен татса памалла, çынсен кăмăлне шута илмелле. Маларах Çĕмĕрле хулипе районне пĕрлештерме сĕннĕччĕ. Вырăнти халăх ку утăма тумашкăн хальлĕхе хатĕр мар, çавăнпа вĕсен прависене хĕсме пултараймастпăр. Эпир сĕнетпĕр çеç, килĕшсен вара пулăшатпăр.

- Республикăри ялсемпе поселоксем тасалса илемленчĕç, анчах вĕсенчен тухсан хитре мар ỹкерчĕк курăнать: совет тапхăрĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем юхăнса лараççĕ. Ишĕлме пуçланăскерсем кăмăла хуçаççĕ. Çак "палăксем" тата хăçанччен тавралăха "илем" кỹреççĕ-ши?

- Ял хуçалăх предприятийĕсем аркансан юхăннă фермăсем тăрса юлчĕç. Вĕсенче выльăх-чĕрлĕх çук, çынсем те ĕçлемеççĕ. Вĕсене е сỹтмелле, е фермерсене памалла. Чылай комплексра шыв тата канализаци пăрăхĕсем, электричество пур. Çак комплекссем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсем инвесторсене те илĕртме пултараççĕ. Енчен те хуçалăх субъекчĕ çук тăк муниципалитетсен çак çĕрсене суд урлă хăйсем çине куçарма, кайран аукцион ирттерсе сутма ирĕк пур. Ишĕлме пуçланă фермăсем тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă тĕле юхăнса ларакан пĕр объект та юлмĕ.

- Чăваш Республикинче пурăнатпăр пулин те чăвашлăха хĕсĕрленĕ пек туйăнать. Акă Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне хупрĕç, ЧПУра тата ЧППУра чăваш чĕлхипе литература учителĕсене, филологсене хатĕрлемешкĕн бюджет вырăнĕ сахал уйăрнă, журналистсем тỹлевлĕ çеç вĕренеççĕ. Çакă каярахпа наци кадрĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва витĕм кỹмĕ-и?

- Республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕрне - чăваш чĕлхине - упраса хăварас тĕлĕшпе юлашки çулсенче чылай ĕç пурнăçларăмăр. Документсене икĕ чĕлхепе хатĕрлетпĕр. Чăвашсем хутшăнакан мероприятисене, пухусене чăвашлах ирттеретпĕр. Интернетра та чăвашла статьясем пур. Кăçал Чăваш патшалăх университетĕнче пулас вĕрентекенсем валли бюджет никĕсĕ çинче 30 вырăн уйăрнă. Ку енĕпе РФ Вĕренỹпе наука министерствипе малалла та ĕçлĕпĕр, Раççей Федерацийĕ регионсене уйăракан квотăсене ỹстерессе шанатпăр.



"Елчĕк Ен"
13 августа 2014
09:28
Поделиться