Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырласа йышăнатпăр

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ юн кун, çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Раççей Федераци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен" Указ йышăннă. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Правительстви ЕС, США, Австрали, Канада тата Норвеги çĕр-шывĕсенчен ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕсене, пулă, сыр, улма-çырла продукцийĕсене, сĕт тата сĕт-çу продукчĕсене кỹрсе килме чарса лартасси çинчен йышăну çирĕплетнĕ.

Федераци Совечĕн членĕ, "Единая Россия" партин регионри уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Галина Николаева шухăшĕпе, РФ Президенчĕпе Правительство йышăнăвĕсене - Раççей гражданĕсене хирĕçле экономика санкцийĕсем кĕртнĕ çĕр-шывсенчен апат-çимĕç продукчĕсене туянассине чарса лартнине çынсем, уйрăмах çĕр-шыври тавар туса кăларакансем, ырласа йышăнаççĕ. "Указа пурнăçа кĕртес тĕллевпе РФ Правительствине тата Раççей Федерацийĕн субъектĕнчи ĕç тăвакан влаçăн аслă органĕсене çĕр-шыв ертỹлĕхĕ таварсен рынокĕн мониторингне ирттерме, вĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине тĕпчесе пĕлме тата контрольлеме хушнă. Регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсем хутшăннипе тата пулăшнипе тавар туса кăларакансен пĕрлешĕвĕсем, суту-илỹ тытăмĕнчи организацисем Раççей гражданĕсене кашни субъектра хамăр çĕр-шывра туса кăларнă пахалăхлă апат-çимĕç таварĕсемпе тивĕçтересси тĕлĕшĕпе чи кĕске вăхăтра конкретлă мерăсем çирĕплетме пултарасса шанатăп", - тенĕ вăл.

"Пирĕнпе, сенаторсемпе, - малалла пĕлтернĕ Галина Николаева, - çĕр-шывра пурăнакансене хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ аш-какайпа, сĕтпе, пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тата ыт. те тивĕçтересси çинчен фермерсем темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă. Мĕншĕн тесен вĕсен пысăк суту-илỹ тытăмĕпе çыхăнса ĕçлеме май килмен. Халĕ кашни регионра ял хуçалăхне аталантарма, ку е вăл продукцие çĕр-шывра ытларах туса кăларма, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли майсем ытларах пулаççĕ. Анчах апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăр ỹстермелле мар. Хаксен политики тĕлĕшĕпе общество енчен контрольлесе тăрасси пулмалла. "Халăх контролĕ" парти проектне пурнăçа кĕртессинче Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн "Единая Россия" депутачĕсемпе пĕрле вырăнсенчи хăй тытăмлăх представителĕсем хăйсен тỹпине хывасса шанса тăратăп".



"Елчĕк Ен"
13 августа 2014
09:35
Поделиться