Ветеринарсен те уяв пур
2014 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Юстици министерстви Раççей Ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче (188-мĕш номер) çирĕплетнĕ "Професси уявне - ветеринари ĕçченĕн кунне паллă тăвасси çинчен" хушăвне регистраци тунă. Çак çултан тытăнса ветеринари ĕçченĕн кунне çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Ветеринари ĕçченĕсен професси уявĕн кунне палăртни вĕсен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хаклама май парать. Ветеринарсем - "коновалсем" саппа (лаша чирĕ) кĕрешме тытăнсан ветеринари служби пирки пĕрремĕш хут сăмах пуçарнă. Çынсене те ерме пултаракан çак хăрушă чире хирĕç кĕрешсе вĕсем хăйсен сывлăхĕсене те шеллемен. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче Çĕпĕр шыççин эпидемийĕ алхаснă. Çавна май çĕр-шывра пĕрлехи ветеринари службине туса хурасси Совнаркомăн малтанхи утăмĕсенчен пĕри пулса тăнă. Хăрушă чирсенчен сыхланмалли, выльăх-чĕрлĕхрен çынсене ерекен - Çĕпĕр шыççине, чумана, чăх-чĕп грипне, сысна чумине, уртаракан чирсене хирĕçле вакцинăсем шутласа тупнă тĕнчипе палăрнă ученăйсем ветеринари медицинишĕн хывнă тỹпене хаклама сăмах çитмелле мар.
Хальхи вăхăтра патшалăхăн ветеринари тытăмĕнче 100 пин ытла специалист тăрăшать.