Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сумлă ят темрен паха

Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăха аталантарас ĕçре вăй хунă, тава тивĕçлĕ ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ, Лаш Таяпара пурăнакан Алексей Леонидович Павлов 80 çулхи юбилейне сумлă кĕрекере кĕтсе илнĕ.

Совет çарĕнчен таврăннă хыççăнах тăван колхоза ĕçлеме кĕнĕ вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен "Слава" хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Чылай çул хушши комплекслă бригада бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Пĕрре кăна мар ял канашĕн депутатне суйланă ăна.

Ĕç ветеранне ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем, культура ĕçченĕсем, ял çыннисем саламланă.



"Елчĕк Ен"
09 августа 2014
13:28
Поделиться