Продукцисенче - сиенлĕ япаласем
Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çулсерен мониторинг ирттереççĕ.
Çимелли продукцирен анализсем илсе тĕпчевсем тата сăнавсем ирттерни пирки сăмах пырать. Хамăр çĕр-шывра туса кăларни те, чикĕ леш енчен килекенни те тĕрĕслев витĕр тухать. Аш-какай, пулă, сĕт-турăх, çăмарта, апат хутăшĕсен пробисене лабораторире ятарласа тĕпчеççĕ.
Ветеринари асăрхавĕн пайĕн пуçлăхĕ Надежда Емельянова пĕлтернĕ тăрăх, федераци шайĕнче йĕркеленĕ мониторинг валли кăçал Чăваш Республикинче выльăх ашĕнчен, сысна какайĕнчен, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайĕнчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран пĕтĕмпе 420 проба илмелле.
Кăçалхи 6 уйăхра 236 проба пухнă. Çав шутран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулнă. Сăмахран, чĕрĕ сĕтрен 45 проба илнĕ, 5 - ĕшĕнче соматика клеткисем виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче - тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем. Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи пробăсем "сывă" пулман.
Соматика клеткисен калăпăшĕ ĕнен сывлăхĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Тĕрĕссипе, асăннă япаласем сывă выльăхăн та пур. Ĕне пăруланă хыççăн пĕрремĕш кунĕсенче те çак клеткăсем чылай. Чир-чĕр пуçлансан вĕсен шучĕ палăрмаллах ỹсме тытăнать.
Сĕтре çак клеткăсен йышĕ виçерен пысăк пулни мастит чирĕ аталанма пуçланнине пĕлтерме пултарать. Кунашкал сĕте ĕçсен аллерги вăй илет тата вăл наркăмăшланнин сăлтавĕ пулса тăрать. Ку чĕр тавартан лайăх сыр е тăпăрчă пуласси пирки калаçмалла та мар.
Тетрациклин ушкăнне кĕртнĕ антибиотиксем тупнă пулсан, выльăха антибиотиксемпе (хлортетрациклинпа, окситетрациклинпа) сиплени паллă. Ĕнен организмĕнчен эмелсем тухса пĕтиччен унăн сĕтне ыттисемпе хутăштармалла мар.
Ашран 68 проба илнĕ. 13 пробăра сиенлĕ микробсем (кишечные палочки, мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) Шупашкар, Çĕрпỹ, Муркаш, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Канаш районĕсенче тупса палăртнă. Вĕсем вар-хырăм ĕçне пăсма е наркăмăшлантарма пултараççĕ.
Пыршăлăх палочкисем 60 градус вĕрире 15 минутран вилеççĕ. Чăннипе, вĕсен ытларах тĕсĕ сиенсĕр. Анчах хăшĕ-пĕрисем (эндотоксинсем) хăрушă токсинсем кăлараççĕ. Шăпах çаксем наркăмăшлантарма пултараççĕ. Кунашкал какай уйрăмах пĕчĕк ачасемшĕн, ватăсемшĕн тата хавшак сывлăхлă çынсемшĕн хăрушă.
Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци кăларнă предприятисен тĕлĕшпе тĕрĕслевсем йĕркелĕç. Продукцин пахалăхĕ мĕншĕн япăх пулнине уçăмлатас тесе 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем пулĕç, 10 ушкăнран анализ илĕç.
Çынсене лайăх пахалăхлă тата хăрушсăр продукципе тивĕçтересси ял хуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла. Çакăнта асăннă мониторинг пулăшуçă вырăнĕнче тесен те юрать. Пробăсем илнишĕн тата лабораторире тĕпченĕшĕн укçа илмеççĕ. Сиенлĕ япаласем тупсан анчах тепĕр тĕрĕслеве хăйсен шучĕпе тума тивет.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.