Агитбригада - уй-хирте
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕнчи "Шуçăм" ансамбль уй-хир ĕçченĕсен кăмăлне çĕклес тесе куллен çула тухать.
Хаваслă юрă-кĕвĕ - чун уççи. Уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курас тесе комбайнерсемпе водительсем хиртех апатланаççĕ. Шăпах çав вăхăтра О.Муравьева ертсе пыракан ушкăн тыр-пул ăстисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарать. Агитбригада "Труд", "Эмметево", "АСК-Яльчики" хуçалăхсенчи уй-хир ĕçченĕсем патĕнче концертсем кăтартнă.
"Елчĕк Ен"