Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

06 августа 2014 г.

 

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8086 гектар (39 процент) вырнă, 5996 гектарне (вырнин 74 процентне), пурĕ 107294 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 17,9 центнерпа танлашать.

1871 гектар (10 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Кĕр тыррисем акма 5220 гектар (80 процент) çĕр хатĕрленĕ.

Фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма 5004 тонна утă, 40052 тонна сенаж хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
06 августа 2014
10:08
Поделиться