Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Тăван региона асрах тытатăп"

06 августа 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕсене çирĕплетесси" Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Гражданла ушкăнсемпе организацисене пĕрлештерекен çĕр-шыври Обществăлла палатăн йышĕнче Чăваш Республикин, Мускав тата Тĕп регион муфтийĕ, Раççей Обществăлла палатăн членĕ - Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралса ỹснĕ Альбир Крганов та пур. Икĕ суйлавра суйланса Раççей Обществăлла палатăн йышĕнче чылай çул ĕçлет вăл, нацисен хушшинчи çыхăну тата совесть ирĕклĕхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлать.

Утă уйăхĕн вĕçĕнче Альбир Крганов Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем Чăваш Енри тĕнпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, 2014 çулхи юпа уйăхĕнче республикăра регионти Мăсăльман тĕн управленине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленессипе тата ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Маларах муфтий Чăваш Республикин Культура министерствин представителĕсемпе тĕл пулса Раççейри тата Чăваш Енри нацисен тата тĕнсен хушшинчи ыйтусене сỹтсе явнă, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Вăл палăртнă тăрăх, çĕр-шыври нацисем тата регионсем хушшинчи çураçулăха тата татулăха аталантарас, çирĕплетес тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Раççейре çак хутшăнусем пирĕн кăтартуллă, ку енĕпе пирĕн опыт та пысăк. Нумай нациллĕ Раççейре халăхсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненсен те хăй Раççей халăхĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.

- РФ Президенчĕ Владимир Путин суйлав умĕнхи сăмахĕсенче наци ыйтăвне хускатрĕ. Вăл халăхăмăрăн кăмăл-сипет хаклăхĕсене мала хуни тата упрама хистени пире, тĕрлĕ тĕн тата наци пĕрлĕхĕсен представителĕсене, савăнтарать. Нацисен хушшинчи çыхăну тата совесть ирĕклĕхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин тĕп тĕллевĕ - Раççей пĕрлĕхĕнче халăхăн тĕрлĕ енлĕхне тата йăли-йĕркине упраса хăварасси. Халăхсем пĕр çемьери евĕр килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни, туслăха хаклани нумай енĕпе хăватлăн аталанма май парать, - палăртнă Альбир Крганов.

Малашлăх тĕллевсене илес пулсан, асăннă комисси членĕсем нацисем тата тĕнсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелессине мала хураççĕ. Çурçĕр Кавказ, Атăлçи, Урал округĕсенче иртекен канашлусене хутшăнни те тĕрлĕ çивĕч ыйтусене татса пама май парать.

"Раççейре тата Чăваш Енре тĕнпе çыхăннă лару-тăру мĕнле шайра?" - ыйту çине муфтий çапла хуравланă:

- Çынсем хушшинче уççăнлăх пулмалла. Раççейре çакă тĕп вырăнта. Чăваш Енре те Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тата министрсемпе, влаç органĕсемпе, районсен пуçлăхĕсемпе лайăх хутшăнусем. Чăваш Республикин Культура министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртас килет. Пирĕн муфтият Чăваш Енре кăна хĕрĕхе яхăн культурăпа çут ĕç проекчĕ йĕркелет. Республика вĕсен пысăк пайне пулăшу парать, çав шутра Чăваш Республикин Культура министерстви те. Ытти халăхăн культура центрĕ-семпе те тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлара. Маларах асăннă общество палатине мĕн пур тĕн представителĕсене кĕртнĕ. Эпĕ мăсăльман тĕнне тытса пыракансен представителĕ, çав вăхăтрах хамăн тăван региона - Чăваш Ене - асрах тытатăп.

Е.ПЕТРОВА хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
06 августа 2014
10:10
Поделиться