Пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу
06 августа 2014 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Çак пулăма Чăваш Енре пурăнакан кашни çын пысăка хурса хакларĕ, сỹтсе яврĕ. Район ертỹçисем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.
Роза МОЛОДОВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхне кăмăллăн йышăнни, республикăри лару-тăру пирки ыйтса пĕлни ырă пулăм. Президент Чăваш Ен халăхĕпе тата кун-çулĕпе кăсăкланнине, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ ỹссех пынине çирĕплетет çакă.
Чăваш Енри лару-тăрупа паллашсан, нумай нациллĕ республикăра тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине пĕлтерсен Владимир Путин хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ. Ытти чылай регионшăн ырă тĕслĕх çак пулăм.
Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа çак шайра тĕл пулса калаçни пире, Чăваш Енре пурăнакансене, питĕ савăнтарать.
Михаил Васильевич ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче республика мĕнлерех аталанса пынипе, регионта еплерех çитĕнỹсем тата йывăрлăхсем пуррипе тĕплĕн паллаштарчĕ, социаллă ыйтусене хускатрĕ. Калаçăва тимлĕн итленĕ май Владимир Путин Чăваш Ен тивĕçлĕ аталанса, республикăра ырă динамика сыхланса пынипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
Йывăрлăхсене илес пулсан, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе кăштах чăрмавсем пур - çанталăк условийĕсене пула кăçал тухăç малтан палăртнинчен сахалрах пулĕ. Кăмăллă улшăну - республикăри демографи лару-тăрăвĕ ырă енне аталанни. Пирĕн районта ача çураласси хальлĕхе пĕлтĕрхи шайрах-ха, çапах та çак кăтарту малашне лайăхлансах пырасса шанса тăратпăр. Çамрăк çемьесемшĕн яланах çул уçă. Вĕсене пулăшас енĕпе регионта патшалăхăн 15 программине çирĕплетнĕ. Вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Е.ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.