Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лайăххишĕн хавхалантармалла

06 августа 2014 г.

 

Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин пайĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе анлă канашлу ирттернĕ, иртнĕ эрнери ĕç-хĕле тишкернĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Тыр-пула пухса кĕртнипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси те малалла тăсăлать. Вĕсем пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов чарăнса тăнă.

Тунти кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7100 ытла гектар (акнă пĕтĕм лаптăкăн 34 процентне) вырнă-çулнă, 5450 гектарне (26,5 процент) çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи культурăсене пухса кĕртмелли тата 300 ытла гектар тăрса юлнă. Тыр-пула пухса кĕртессипе "АСК-Яльчики" ООО (52 процентне çапса тĕшĕленĕ), "Прогресс" АХО (49 процент), "Победа" ООО (47 процент), "Энтепе" ООО (47 процент), "Яманчурино" ООО (45 процент), "Марс" ЯХПК (40 процент), "Труд" ЯХПК (38 процент), "Кушкă" ЯХПК (37 процент) ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Пурĕ 5040 тонна утă, 40 ытла пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Выльăхсен кашни условнăй пуçне 24 центнер апат единици тивет. Çак ĕç малалла тăсăлать.

Кĕрхи культурăсем акма 5170 гектар (палăртнин 79 проценчĕ) çĕр хатĕрленĕ, кĕрхи çĕртме сухине 1500 гектар çинче пурнăçланă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин вырма ĕçĕсене хăвăртлатма кирлине, çумăр çума пуçласан йывăрлăхсем пулассине палăртрĕ.

Районти хуçалăхсенче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем пур-ха. Çавăнпа вĕсене хăвăртрах çĕр çаврăнăшне кĕртмелле. Акă "Нива" а/ф" ОООра 100 гектар йышăнакан çĕр лаптăкне сухаланă. Çитес çул унта тĕш тырă çитĕнĕ. Ял хуçалăхăн ытти предприятийĕсем те çак ырă тĕслĕхе алла илмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый районта çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнине тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. (Çакăн пирки материалсем хаçатăн иртнĕ номерĕсенче кун çути курнă).

Иртнĕ шăмат кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев районсен тата хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Унта, тĕпрен илсен, уйрăм предпринимательсем сĕт мĕн хакпа пуçтарни (хаçатăн паянхи номерĕнче çакăн пирки информаци пур), вырăнти тавар туса илекенсен продукцийĕсене сутасси, пирус-табак сутассине йĕркелесси, вĕсене территорисенче туртассине чарасси пирки те калаçу пынă. Çак йĕркесене районта та пурнăçа кĕртессине йĕркелемеллех.

Канашлура район пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнакан ытти ыйтусене те тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
06 августа 2014
09:04
Поделиться