Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Статистика сăнавĕ иртĕ

30 июля 2014 г.

 

Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ. Унта иртнĕ эрнери ĕç-хĕле тишкернĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.

Кану кунĕсенче Кушкă ялĕнче 4 хуçалăхăн хуралтисем вут-çулăмра сиенленнĕ. Пушар сỹнтерекенсем тăрăшнине пула çеç пурăнмалли çуртсене инкекрен сыхласа хăварнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине, профилактика ĕçне вăйлатма кирлине палăртса хăварчĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Кунта хĕрỹ вăхăт. Çут çанталăк условийĕсем лайăхах мар пулин те, уй-хирти ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Çакна паян пичетленекен кăтартусем те çирĕплетеççĕ.

Нумай функциллĕ центрăн директорĕ Л.Викторова пĕлтернĕ тăрăх, районта пурăнакансем патшалăхăн - 69, муниципалитетăн 24 пулăшăвне илме пултараççĕ. Пурĕ ку енĕпе центрта 3 "чỹрече" ĕçлет. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем пурĕ 5 пулмалла. Кăçалхи çур çулта районти 2494 çын тĕрлĕ пулăшу илнĕ. Çавăн пекех ялсенчи 8 библиотекăра та пулăшусем илме май пур.

Çитес çулхи юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче федерацин статистика сăнавĕ иртет. Пирĕн районта вăл Аслă Пăла Тимешре пулĕ. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи специалисчĕ Л.Горшкова пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕпчеврен илнĕ информаци çĕр-шывăн демографи политикине анлăрах тĕпчеме кирлĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те тишкернĕ.



"Елчĕк Ен"
30 июля 2014
10:52
Поделиться