Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сертификатсăр тавар сутнă

30 июля 2014 г.

 

Район прокуратури потребительсен прависене хỹтĕлес тĕллевпе час-часах суту-илỹ çурчĕсенче пулса тĕрĕслевсем ирттерет.

Черетлĕ тĕрĕслев "Елена" лавккара (Клементьева уйрăм предприниматель) иртнĕ май йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем сентре çинче сертификатсăр 10 тетте-автомашина пуррине асăрханă.

Прокуратура ĕçченĕсем çитменлĕхсене пĕтерме хушнă, Клементьева уйрăм предпринимателе административлă майпа штрафланă.

А.КУРМАШЕВ,

район прокурорĕн пулăшуçи, 3 класлă юрист.



"Елчĕк Ен"
30 июля 2014
10:35
Поделиться