Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача амăшĕсене - тимлĕх

30 июля 2014 г.

 

3 çула çитмен ачасене пăхма отпуск илнĕ хĕрарăмсем вăхăтлăха ĕçре пулман тапхăрта пурнăçри çĕнĕлĕхсене алла илейменнине асра тытса вĕсен квалификацине ỹстересси çине те патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Вĕсене хальхи вăхăтри ĕç рынокĕнчи чи кирлĕ профессисене суйласа илме ирĕк параççĕ. Кăçал 3 хĕрарăма професси пĕлĕвĕ илме пулăшнă. Патшалăх пулăшнипе усă курас кăмăллă ача амăшĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма ыйтаççĕ.



"Елчĕк Ен"
30 июля 2014
10:33
Поделиться