Усăллă е сиенлĕ?
26 июля 2014 г.
Çулла чылай çыншăн отпускра пулнипе, тинĕс хĕрринче хĕртĕннипе асра юлать.
Çулла - хĕртенỹ вăхăчĕ. Хăмăрланнă ỹт яка та илемлĕ. Ăна модăна кĕртекенĕ - французсен модельерĕ Коко Шанель.
Çапах та хĕртенỹ пирки юлашки вăхăтра икĕ тĕрлĕ калаçаççĕ. Пĕрисем вăл сиенлĕ, теприсем ỹт-пĕве йĕркене пăхăнса хăмăрлатни усăллă пулнине çирĕплетеççĕ.
Специалистсем хĕвел пайăркисем D3 витамин ("хĕвел гармонĕ") çуратнине, иммунитета çирĕплетнине тата юн çаврăнăшне лайăхлатнине палăртаççĕ. Ультрафиолет организма кальци тата фосфор йышăнассине вăйлатать, мыщцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене хăвăрт ỹт илме пулăшать, организмăн пĕтĕмĕшле хăватне ỹстерет.
Хĕвелĕн сиенĕ те пур. Ун айĕнче вăрах çỹресен ỹт вăхăтсăр ватăлать, типет. Ытларах аслă çулхисене пырса тивет çакă. Сарă е хĕрлĕ çỹçлĕ, хура тут пуснă çынсен уйрăмах асăрханмалла. Хĕвел çинче вĕсем питĕ час пиçсе каяççĕ, усал шыçă та вĕсен ыттисенчен вăйлăрах аталанма пуçлать.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 21-мĕш ĕмĕрте ỹт ракĕ ыттисенчен вăйлăрах аталанать. Мĕншĕн тесен кăнтăр тăрăхĕсене канма каякансен йышĕ ỹссе те ỹссех пырать.
Хĕвел организмри бетакаротин шайне те чакарать. Çавна май специалистсем пляжа каяс умĕн 1 стакан кишĕр сокĕ ĕçме сĕнеççĕ. Хĕвел пайăркисем герпес, ỹт-пĕвĕн ытти чирĕсен, экзема, сахăр диабечĕн, чĕре чирĕн сăлтавĕ те пулма пултарать иккен. Антибиотикпа сипленекенсен, А витаминпа пуян апата кăмăллакансен те хĕвел çинче питĕ асăрханмалла.
Кăнтăрлахи кун хĕвелтен пĕлĕтлĕ çанталăкра та сыхланмалла. Мĕншĕн тесен хĕвел пайăркин 80 проценчĕ пĕлĕт витĕр сăрхăнать.
Шыва кĕнĕ чух уйрăмах асăрханмаллине те асра тытар, йĕпеннĕ ỹт витĕр ультрафиолет пайăркисем вăйлăрах сăрхăнаççĕ.
Ĕлĕк пирĕн асаннесем ỹтне хăймапа, турăхпа, петрушка шĕвекĕпе хỹтĕленĕ пулсан, халĕ ку енĕпе тĕрлĕ кремпа, препаратпа усă курма пулать.
Хĕвел çинче хĕртĕнме кăмăллакансемшĕн темиçе сĕнỹ:
- хĕвел çине тухас умĕн панама е сунчăк илĕр;
- хĕртĕнни ирпе кăнтăрла 11 сехет умĕн тата каçхине 16 сехет хыççăн усăллă;
- хĕвел çине тухас умĕн тум хупламан ỹте хĕвелтен хỹтĕлекен ятарлă крем сĕрĕр;
- хĕвел çинче пĕрремĕш кунне - 5, ытти кунсенче вăхăта чамаласа ỹстерсе пырса 20 минут таран хĕртĕнĕр.
Хĕвел ачасемшĕн уйрăмах усăллă пулнине асрах тытар. D витамин рахитран упрать, нерв тытăмне çирĕплетет, чĕре тата юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать, куç кураслăха вăйлатать, иммунитета çирĕплетет.
М.ТОЯБИНСКАЯ,
тухтăр.