Пурне те пăшăрхантарать
26 июля 2014 г.
Украинăра чылайăшĕн тăванĕсем çук пулсан та, унти халăх шăпи пурне те пăшăрхантарать.
Республикăри "Вега" санаторире каннă чухне Шупашкарта пурăнакан хĕрарăмпа пĕр пỹлĕмре пулма тỹр тиврĕ. Хам пекех Люба ятлăскерпе эпир часах çывăх çынсем пулса тăтăмăр.
Любăн мăшăрĕ Украинăра пулнине каласа пачĕ. Эпир канма пуçласанах унта пăтăрмахсем пуçланчĕç. Телевизор умĕнчен хăпмасăр пăшăрханма пуçларĕ хĕрарăм. Çывăрма выртсан та тем вăхăт çак çĕр-шыв пирки калаçса выртаттăмăрччĕ.
Украина çыннисем пирĕншĕн ют мар. Вырăс, çав вăхăтрах чăваш халăхĕ те, йывăр лару-тăрура вĕсене пулăшма тăрăшни савăнтарать. Унти вăрçăран тарса килекенсене хапăлласах йышăннинчен курăнать çакă.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе малаллах утăмланине нимĕн те çитмест.
Л.ИВАНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.