Кашни самант шутра
26 июля 2014 г.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем малтан вырса кушăхтарма паккуссене хывнă сĕлĕпе кĕр тыррисене кĕске вăхăтра çапса тĕшĕлеме пултарни кунта тăрăшакансем хĕрỹ вăхăтри кашни самантпа усăллă тата тухăçлă усă курнине çирĕплетет.
Апла пулин те çут çанталăк ял çыннин чăтăмлăхне кашни çул тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслет. Çу уйăхĕсенче çумăр сахал çуни, çавна май тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ таран пулайманни анчах мар, хальхи вăхăтра ирлĕ-каçлă çуллахи пек мар сивĕ тăни тыр-пула кирлĕ пек пулса çитме памасть. Михаил Петровпа Валерий Сергеев, Владимир Сорокин, Александр Волков механизаторсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Юрий Мясников председательпе Виктор Цыганов тĕп агроном палăртнă тăрăх ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çул çак вăхăтра тыр-пулăн пысăк пайне кĕлетсене пухса кĕртме пултарнă пулсан, кăçал çакăн пек калаймăн - çанталăк условийĕсене кура вырма хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Мĕншĕн тесен çак лару-тăрура, тырă пĕр харăс пулса-пиçсе çитейменрен, тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме палăртнă лаптăксенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ирĕксĕртен малтан вырса паккуссене кушăхтарма хывмалла.
...Таса, çум курăк çук лаптăксенче çитĕннĕ, вăхăтра çапса тĕшĕлĕнĕ анасенчен, кашни гектар пуçне шутласан, сĕлĕ - 30 центнер, ыраш 25 центнер ытла тухнă. Хатĕр тырра Олег Кириллов, Вячеслав Мясников тата Алексей Чернов водительсем алласа тасатма леçеççĕ. Унти ĕçе те чăрмавсăр, тухăçлă йĕркеленĕ - йĕтем çывăхĕнче кăçал анчах çĕнĕ йышши, 1 сехетре 50 тонна тырă алласа тасатма ĕлкĕрекен сортировка вырнаçтарнă. Çавна май малашне унта ĕç алли те сахалрах кирлĕ пулĕ. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял хуçалăх предприятийĕнче пулса курнă май çакна тивĕçлипе хакланă.
Тыр-пул пухса кĕртнипе пĕр вăхăтрах нумай çул ỹсекен курăксене 55 гектар çинчен иккĕмĕш хут çулассине тата пухса кĕртессине вĕçленĕ. Кĕр тыррисене акма та çĕр хатĕрлесе çитернĕ - çитес çулхи тыр-пул никĕсне 220 гектар çинче хывса хăвармалла. Вячеслав Кириллов механизатор яваплă ĕçре шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларать. Пушаннă лаптăксенчи улăма Геннадий Алексеев рулона хывать, Михаил Александров ферма çывăхне турттарать. Сивĕ хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма сахал мар апат кирлĕ. Улăм та ытлашши пулас çук. Пушаннă лаптăксенче кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне çак ĕçе 100 ытла гектар çинче пурнăçланă.
"Рассветри" тыр-пул ăстисен черетлĕ ĕç çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 610 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ял хуçалăх культурисене туса илессинче агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлекен тата çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул пысăк тухăç алла илекен ял хуçалăх предприятийĕнчи çĕр ĕçченĕсем, умри йывăрлăхсене парăнмасăр, черетлĕ ĕç çине те ăнăçлă вĕçлес ĕмĕтпе хавхаланнă. Мĕн ĕмĕтленни, шухăшланни ытларах хăйсенчен килнине вара вĕсем пĕлсе тăраççĕ...
Светлана АРХИПОВА.