Хĕл тутă пулĕ
26 июля 2014 г.
"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксенчен утă, сенаж, урпаран тырă сенажĕ хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Хуçалăхра 318 тонна утă, 2700 ытла тонна сенаж хатĕрленĕ.
Эпир хуçалăх уй-хирĕсенче юн кун пултăмăр. В.Козлов, В.Петров, Ю.Уткин механизаторсем 2 комбайнпа ытлари кун 25 гектар çинчи кĕрхи тулла çапса илчĕç. Тепĕр кунне пăрçана пухса çапрĕç. Тыр-пула пуçтарса кĕртесси тин пуçланать-ха. Выльăх апачĕн ытларах пайне вара янтăласа хунă. Г.Александров КСК-100 комбайнпа курăксене çулса вĕтетет, автотранспорт кузовĕсем çине тиет. Вĕтетнĕ ешĕл массăна уй-хиртен траншея патне В.Львов, Н.Васильев водительсем, В.Барановпа Г.Баранов трактористсем турттараççĕ. Е.Козлов механизатор ешĕл массăна хăватлă техникăпа пусăрăнтарать.
- Виççĕмĕш траншейăна паян-ыран тултаратпăр, - тет производство кооперативĕн ертỹçи В.Германов. - Çапла майпа пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксенчен, урпаран сенаж тăвассине вĕçлетпĕр.
Хуçалăх 60 гектар çинче кукуруза акса хăварнă. Вăл япăх мар çитĕнет. Август уйăхĕнче унран силос хывма палăртаççĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.