Моряксен уявĕ
23 июля 2014 г.
Çар флотĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă районти çынсем хăйсен черетлĕ уявне чаплă лару-тăрура паллă тăваççĕ. Шăмат кун, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕсем Елчĕкри Тĕп лапам территорийĕнче туса лартнă якорь - палăка уçаççĕ.
Оргкомитет членĕсем районта пурăнакансене пурне те ирхине 10 сехетре пуçланакан уява йыхравлаççĕ. Чаплă концерт пулать.
"Елчĕк Ен"