Чĕлхе пĕтсессĕн халăх та пĕтет
23 июля 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче авалхи йăла-йĕркене упраса çĕннисене пурнăçа кĕртме тăрăшас, пулас ăрусене кăмăл-сипетлĕхе тытса пыма вĕрентес шухăша хускатнăччĕ.
Иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр. Пирĕн несĕлĕмĕрсем çемье историне лайăх пĕлнĕ, çичĕ сыпăк таран асра тытнă. Çемье воспинаийĕ çирĕп пуласси çине çак пĕлỹ пысăк витĕм кỹрет. Чĕлхе илемне, наци йăли-йĕркине мĕн ачаран ăша, чуна хывма чи малтанах çемьере вĕрентме пуçламалла, унтан çак вĕрентĕве шкулта тăсмалла. Çывăх çынсемпе хутшăнман, хăйсен тĕнчинче хăйсен савăнăçĕпе е нушипе пурăнакан çемьесенчи ачасем сỹрĕк çитĕнеççĕ. Вĕсем тăван халăх историне, кун-çулне сума сума вĕренеймеççĕ. Çавна май çĕр-шывăмăр историйĕпе культурине, тăван чĕлхемĕре хисеплесси те хавшаса пырать.
Тăван чĕлхе тенĕрен, унăн малашлăх шăпи паян кашнинех шухăшлаттрама тивĕç. Юлашки çулсенче китай, яппун чĕлхисем уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа йышланса пынине, çавна май хальхи вăхăтри çыхăну хатĕрĕсем те çак чĕлхе çине куçса пынине хыпарлаççĕ тĕпчевçĕсем. Çавна май тĕнче шайĕнче пирĕнтен темиçе хут çирĕп тăракан акăлчансем те хăйсен чĕлхин малашлăхĕшĕн пăшăрханма пуçлани паллă. Çĕр çинчи халăхăн çурри пуплекен чĕлхе те хăрушлăхра пулсан, тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханма сăлтав пур. Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет. Хăйĕн пин-пин çулхи историйĕнче тĕнчери 4 пине яхăн этника ушкăнĕнче çухалса кайман чĕлхемĕре çухатас, чунпа нишленес марччĕ. Пирĕн камран вĕренмелли, тĕслĕх илмелли пур. Вĕсем: Иван Яковлев, Николай Никольский, Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, Андриян Николаев, Геннадий Волков...
Л.ЕНЕДЕРОВА.