Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн паллă ентешĕмĕр

19 июля 2014 г.

 

Петр Алексеевич Перепелкин - ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл 1924 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере çуралнă.

Ашшĕ, Алексей Семенович, 1941 çул вĕçĕнче фронта тухса кайнă та Смоленск çывăхĕнчи çапăçусенче пĕринче 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Тăван киле вăл унччен маларах темиçе çыру кăна яма ĕлкĕрнĕ. Вăл вăрçа тухса кайсанах пĕтĕм йывăрлăх амăшĕн - Мария Алексеевнан хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Чăваш хĕрарăмĕ чăтнă, çĕрне-кунне пăхмасăр, канлĕх мĕнне пĕлмесĕр колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă, ачисене пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Петр Алексеевич аса илнĕ тăрăх, унăн амăшĕ çĕр-шыва пĕтĕм чун-чĕререн парăннă çын, чăн-чăн патриот пулнă.

Петр Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илнĕ хыççăн Хусанти патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Петр Алексеевичăн та кĕçех алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ. 1943 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтичченех вăл Хĕрлĕ Çарăн Тĕп Аслă командованине тỹрремĕнех пăхăнса тăнă йывăр минометсен виççĕмĕш гварди бригади йышĕнче Брянск, пĕрремĕш тата иккĕмĕш Прибалтика, Ленинград, пĕрремĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Вăрçăн тумхахлă çулĕпе Берлинах çитнĕ Петр Алексеевич. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, медальсене илме тивĕçлĕ пулнă. Çичĕ хутчен ăна Аслă Тĕп командующин Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Демоблизаци йĕркипе киле таврăнсанах П.А.Перепелкин 1952 çулта Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Юлашки семестр вĕçленичченех университета çĕр-шывăн ядерлă хĕç-пăшал центрĕнчен представительсем килсе çитнĕ. Анкетăсемпе паллашнă хыççăн студентсемпе уйрăммăн, куçа-куçăн калаçса, шухăш-кăмăлне пĕлсе, Петрпа темиçе юлташне хăйсен патне - Пĕтĕм Союзри сăнавпа наукăн тĕпчев институтне ĕçлеме пыма сĕннĕ. Хапăлласах йышăннă сĕнĕве пирĕн ентеш. Каярах çак хупă, ядерлă хĕç-пăшал кăларакан объектра (хулан тĕрлĕ çулĕсенче тĕрлĕ ят пулнă - Ясногорск, Кремлевск, Арзамас-75, Арзамас-16, Саров) инженер, аслă инженер, ушкăн ертỹçи, пай пуçлăхĕн çумĕн тата пай пуçлăхĕн должноçĕсенче (юлашки çулсенче - наукăн аслă сотрудникĕ) хавхаланса, пĕтĕм пĕлĕвне, вăй-халне парса ĕçленĕ, аслă юлташĕсем пулăшнипе пĕлĕвне тарăнлатсах пынă. Вăл ертсе пыракан туслă коллектив çав тери яваплă та кăткăс заданисене яланах ăнăçлă пурнăçласа пынипе палăрса ырă ят çĕнсе илнĕ. Петр Алексеевич хăйсем туса кăларакан хатĕрсен пахалăхне лайăхлатма сахал мар ырă сĕнỹ панипе те палăрнă. Тăван çĕр-шывăмăрăн оборона хăватне çирĕплетес ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министерствин Совечĕн 1967 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ăна чи лайăх пахалăхлă прибор туса хатĕрленĕшĕн Ленин премине парса чысланă.

Ăслăлăхпа производствăри пысăк ỹсĕмсемшĕн Петр Алексеевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ, ытти майпа та хавхалантараççĕ.

Нина ЗАХАРОВА.



"Елчĕк Ен"
19 июля 2014
11:58
Поделиться