Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паллă вырăн йышăнать

16 июля 2014 г.

 

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине тивĕçлĕ шайра тытса пырассинче пушар асăрхавĕн органĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем профилактика ĕçĕсене, капиталлă строительство объекчĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннипе тĕрĕслессине йĕркелеççĕ, çитменлĕхсене пĕтермелли йĕркесене палăртаççĕ. Енчен те пысăк инкек сиксе тухсан, вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсене тĕпчесе палăртаççĕ, малашне вĕсем ан пулччăр тесе тимлеççĕ.

Пирĕн район территорийĕнче пушар хуралне йĕркелесси Чăваш АССР Министрсен Совечĕн 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 47-мĕш номерлĕ "Елчĕк ялĕнче районти пушар чаçне йĕркелесси çинчен" йышăнăвĕнчен пуçланать. Республикăн шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе килĕшỹллĕн районти пушар чаçĕн начальникĕ пулма А.Киселева çирĕплетнĕ. Унăн çумĕ - Г.Флотский.

Штатра палăртнă тăрăх, кашни районтах патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцине туса хунă. Унта ĕçлекенсем районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне тỹрремĕнех пăхăннă. Инспекцине тĕрлĕ вăхăтра Г.Флотский, В.Петров ертсе пынă. 1982-1988 çулсенче инспекципе пушар хуралĕн гарнизонне ертсе пыма Н.Карабурнашева çирĕплетнĕ.

Тытăмри улшăнусем хыççăн 1989 çулта патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцине тата Елчĕкри пушар чаçне А.Кузнецов ертсе пыма пуçăнать. С.Алексеевпа В.Михайлов инспекторсем те пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшнă.

2001 çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, патшалăх пушар хуралĕн служби МЧС тытăмне куçать. Патшалăх пушар асăрхавĕн инспекцин ертỹçинче В.Михайлов 1998-2010 çулсенче ĕçлет. Унпа пĕрле А.Васильев инспектор тăрăшать. Вăлах 2010-2011 çулсенче инспекцине ертсе пырать.

Хальхи вăхăтра Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Елчĕк районĕнчи пушар асăрхавĕн пайĕн ертỹçи пулса А.Сайкин майор тăрăшать. Инспекторĕ - С.Сардаев аслă лейтенант.

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче патшалăх пушар асăрхавĕн органĕсен ĕçченĕсен кунĕ. Çак уявпа вĕсене саламлатпăр, район лăпкăлăхĕшĕн тăрăшма вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатпăр.

А.ФЕДОРОВ.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2014
09:16
Поделиться