Харпăрлăха илме васкамалла
16 июля 2014 г.
Паянхи кун уйрăм пурăнакан çурта тата ун айĕнчи çĕре харпăрлăх прави çирĕплетес, урăхла каласан свидетельство илес тесен, çăмăллатнă майпа усă курма пулать. Çакă вăл "дача амнистийĕ" çинчен калакан федерацин 93-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Анчах çак çăмăллатнă йĕркепе 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен кăна усă курма пулать.
Çак вăхăт иртсен пурăнакан уйрăм çурт çине свидетельство илес тесен суда тухса вăл сирĕн пурлăх пулнине ĕнентермелле пулать. Паллах, судра ĕçе пăхса тухма пошлина тỹлемелле.
Паянхи кун "дача амнистийĕпе" усă курса регистраци ĕçĕсене тăвас тесен çĕр сирĕн иккенне çирĕплетекен хут кирлĕ тата çурта виçтермелле. Малалла вара, кунсăр пуçне, çуртăн проекчĕ, строительство ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк (çурта хуть те хăçан тунă пулсан та), çурта хута яма ирĕк кирлĕ пулĕ. Çуртăн проектне тума вара сахал мар укçа тỹлемелле, ăна тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеттермелле пулать. Апла пулсан, çурт свидетельствине илес тесен темиçе тĕрлĕ инстанцие те çитме тивĕ. Çавăнпа та çăмăллатнă майпа усă курса куçман пурлăх çине паянах свидетельство илме тăрăшмалла, кайран çак ĕçсене тума 2-3 хут хаклăрах пулĕ, вăхăт та нумай кайĕ.
М.ПАВЛОВА.