Вилнисемшĕн - канлĕх, сыввисемшĕн - сăвап
12 июля 2014 г.
Тỹскел ялĕн масарĕнче таçтан аякран ялкăшса ларакан Хусанти Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ-часавая савăнăçлă лару-тăрура уçма Турă хушнипе Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан, унпа пĕрле Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей, районти ытти чиркỹсен настоятелĕсем килсе çитнĕ.
Пурнăçран уйрăлса кайнă çывăх çыннисене сума сунине тата вĕсене нихçан та манса кайманнине палăртса Тỹскелсем ĕмĕрлĕх палăк туса лартма пултарни, çапла майпа вĕсем малашлăх ăрушăн та ырă ят хăварни ял кун-çулĕн кĕнекине ылтăн сас паллисемпе çырăнса юласси паян пуриншĕн те паллă. Ĕмĕрех чиркĕве çỹресе сăваплă пурнăçа хутшăнакан, Христос Туррăн ỹчĕпе юнне пая кĕрсе тăракан паллакан хĕрарăм: "Тỹскелсене Турă ырă ĕç тума хушрĕ. Вилнисен - çак масарта канлĕх тупнисен ĕмĕрлĕх пурнăçĕ те телейлĕ", - тесе чĕререн палăртса калани кирек кама та тарăннăн шухăшлама, çĕр çинчи хăналăх пурнăçра нумай ырă ĕç тума, таса чун-чĕреллĕ, сăпайлă пулма хистет.
Çак телейлĕ те асра юлмалли самант таса чиркỹ мухтавлă аслă апостолсене - Петрпа Павела чыслакан Питрав уявĕ умĕн, çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕпе пĕр куна килчĕ. Ял-йыш - ватти-вĕтти пурте, кỹршĕри ялсенче пурăнакансем тата ытти хăнасем, вĕсемпе пĕрле район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорĕ П.Скворцов ирхине 7 сехет çитичченех ял масарне пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Тỹскел ялĕн çамрăкĕсен ырă пуçарăвне тата пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă май чи тивĕçлисене район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ. Унран та хакли - Турă ирĕк панипе тата унăн пилĕпе ял тăрăхĕн депутачĕ Дмитрий Судаков, Александр Данилов, Андрей Кучков, Владимир Иванов, Владимир Анисимов, Эдуард Нягин, пĕр тăван Красновсем - Александр тата Михаил, Геннадий Разумов тата ытти ырă кăмăллă çынсем хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывни. Сăмах май, Тỹскелĕнчи масар çинчи чиркỹ-часавай Канаш тата Тăвай епархийĕнче те хальхи вăхăтра пĕрремĕш шутланать.
Епископ, Преосвященнейший Стефан чиркĕве уçнă ятпа апат кĕлли ирттерчĕ. Пысăк ĕçе пуçарса янă çынсене тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те ырă та сумлă ĕçсем тума пиллерĕ. Чи тивĕçлисене Архиирей хăйĕн Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ.
Пире пỹрни - чиркỹ-часавая уçма хутшăнни чăн-чăн телей, унтан аслăрах уяв та, савăнăç та урăх çук. Малашне пуç çапса кĕл тумалли тепĕр таса вырăн пулнишĕн, чăннипех, савăнмалăх пур...
Светлана АРХИПОВА.