Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Училище вĕренме чĕнет

12 июля 2014 г.

 

Шупашкарти епархин православи тĕнĕн училищи (ЧЕПДУ) 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче çынсене вĕренме чĕнет. ЧЕПДУ ректорĕ, богослови наукисен кандидачĕ, Шупашкарти Христос Чĕрĕлевĕн настоятелĕ Михаил Иванов протоирей пĕлтернĕ тăрăх, православи тĕнĕн священникне кăнтăрлахи уйрăмра тата ĕçрен уйрăлмасăр вĕренме май пур.

Кăнтăрлахи уйрăма 35 çула çитмен, вăтам, ятарлă вăтам е аслă пĕлỹллĕ, мăшăрсăр е пĕрре авланнă арçынсене йышăнаççĕ. 4-5 çул вĕренмелле. Тумтирпе, пурăнмалли вырăнпа, апатпа туллин, тỹлевсĕр тивĕçтереççĕ. Занятисем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланаççĕ.

Православи тĕнĕн священникĕн санне ĕçрен уйрăлмасăр (заочно) та илме май пур. Унта, тĕпрен илсен, вырăс православи чиркĕвĕн священнослужителĕсене, манахсемпе послушниксене, 50 çула çитмен çынсене йышăнаççĕ. 4-5 çул вĕренмелле. Занятисем чĕнсен кăна пуçланаççĕ.

Вĕренме кĕрекенсем православи тĕнĕн кĕнекисене вулама, оргтехникăпа, электронлă программăсемпе, почтăпа ĕçлеме, кĕлĕсем пирки ăнлантарма пĕлмелле.

Экзаменсем çурла уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче вырăс чĕлхипе (изложени), тĕн юррисене юрлассипе иртеççĕ.

ЧЕПДУ адресĕ: Шупашкар хули, Константин Иванов урамĕ, 5-мĕш çурт.

Телефон-факс: +7 (8352) 58-59-58.

e-mail, 585958@list.ru, chepdu21@mail.ru.



"Елчĕк Ен"
12 июля 2014
14:53
Поделиться