Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Вырмана та тухмалла
12 июля 2014 г.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, специалистсем хутшăннипе иртнĕ районти канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 6 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, фермăсене хĕле хатĕрлес тата вырма ĕçĕсене пурнăçлас ыйтусене сỹтсе явнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă тата пĕтĕмлетнĕ. Пухăннисен умĕнче тĕп докладпа район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов тухса калаçнă.
Кăçалхи 6 уйăхра районĕпе пĕтĕм категорири хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 1533 тонна (92 процент), усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 39 центнер (107 процент) аш-какай, пĕтĕмпе 16554 тонна (110 процент), усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 348 центнер (114 процент) сĕт туса илнĕ. Çак тапхăрта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илесси "Яманчурино" ОООра, "Труд" ЯХПКра, "Урожай" ОООра, "Рассвет" ЯХПКра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 178-121 процент ỹснĕ пулсан, "Победа", "Эмметево" ОООсенче, "Сатурн", "Марс", "Колос" ЯХПКсенче çак кăтарту 88-32 процент чакнă. "Энтепе" ОООра, "Труд" ЯХПКра, "Яманчурино", "Победа", "Эмметево" ОООсенче, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, "Прогресс" АХОра, "Колос", "Кушкă", "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн" ЯХПКсенче 100 гектар çĕр пуçне 130-107 процент ытларах, "Марс" ЯХПКра 12 процент сахалрах сĕт туса илнĕ. Отчетлă тапхăрта пĕр ĕнерен 2849 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 166 килограмм ытларах сĕт сунă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1 процент ытларах - 8132 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 2799 ĕне (99 процент), 7912 пуç сысна шутланнă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 712 грамм, сыснасем 498 грамм ỹт хушнă. Сысна ĕрчетессипе ĕçлекен "Прогресс" АХОра, "Комбайн", "Колос", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче тата "Эмметево" ОООра отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 4745 çура туса илнĕ.
...Черетлĕ вырмара пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 20590 гектар, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 14743 гектар, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 5847 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Палăртнă лаптăксенчи тыр-пула пухса кĕртме 82 комбайн хутшăнать, çапла майпа пĕр "уй-хир карапне" 251 гектар ĕç калăпăшĕ тивĕçет. Малтан шутланă тăрăх 15897 гектар (77 процент) çинчи тыр-пула тỹррĕн çапса тĕшĕлемелле. Пĕр комбайнăн ĕç калăпăшĕ те сахалрах пулмалла - 196 гектар. Ку чухне 13-20 ĕç кунĕнче, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ çанталăк условийĕнчен нумай килет. Çавна май йĕпе-сапара та ĕçлеме пултарнине шута илсе "Прогресс" АХОра, "Колос", "Сатурн", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, "Яманчурино" ОООра тырă типĕтекен комплекссене тĕплĕн юсаса хатĕррисен ретне лартнă.
Çанталăк условийĕсене пула нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен сахалрах апат хатĕрленине шута илсе çак пая улăмпа саплаштарма - 12931 гектар (63 процент) çинчи улăма преслама, 6000 гектарне (30 процент) вĕтетме палăртнă.
Кĕрхи культурăсене планпа килĕшỹллĕн 5500 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Çак лаптăксенчи çĕре ĕçлесе хатĕрлеме 59 агрегат хутшăнать.
С.АНАТОЛЬЕВА.