Зинаида Антонова - призер
09 июля 2014 г.
Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптакан Зинаида Антонова Италири Арко хулинче çамрăк спортсменсем хушшинче сăртлă вырăнта чупас енĕпе иртнĕ тĕнче кубокĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Уйрăм дистанцире - 3870 метра чупса хĕрсем хушшинче Эльза Ракасан француженка мала тухнă.
Иккĕмĕш вырăнта - Татьяна Иванаева россиянка. Пирĕн ентеш Турцири Бурку Суботана пĕр çеккунт çеç выляса ярса пьедестал çине хăпарайман. Çапах та Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче Галина Архиповăпа Николай Захаров тренерсем патĕнче ăсталăха туптакан Зинаида командăсен тупăшăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кунта вĕсене Франципе Болгари атлечĕсем иртсе кайнă.
Аса илтеретпĕр: Зинаида Антонова çĕр-шыв кубокĕнче иккĕмĕш вырăна тухса çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Çавăн пекех вăл кросс енĕпе иртнĕ Раççей кубокĕнче "кĕмĕле" тивĕçнĕ, пĕлтĕр 3000 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçленĕ.