Пĕр ĕмĕр чикĕ мар
9 июля 2014 г.
Раççейри октябрьти революциччен çуралнă ватăсем пирĕн районта пур-ха. Вĕсем ХХ ĕмĕрĕн пĕтĕм йывăрлăхĕсене тỹссе ирттернĕ.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Элекçей Тимешри Акулина Антоновна Колсанова пĕр ĕмĕр тултарнине уявлама хатĕрленет.
- Пирĕн йăх вăрăм ĕмĕрлĕ. Çавăнпа та анне нумай пурăннăшăн тĕлĕнместпĕр. Хамăрăн кун-çул та вăрăм пуласса шанатпăр, - тет амăшĕпе пĕрле пурăнакан Валери ывăлĕ.
Пĕр ĕмĕр каялла Тутар Республикине кĕрекен Рункă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă Кулуç аппа (ялта çапла чĕнеççĕ ăна), саманине кура шкула пачах çỹремен. Çапах та вулама вĕреннĕ. Иртнĕ çулсенче район хаçачĕпе те паллашнă. Укçа-тенкĕне вара шутлама пĕлнĕ, халĕ те манман.
Хĕр çулне çитсен çемье çавăрнă Акулина Антоновна. Анчах мăшăрĕпе нумай пурăнайман, вăл Аттелĕхĕн Аслă вăрçине фашистсемпе çапăçма тухса кайнă та яла таврăнайман. Миша ывăлне пĕччен ỹстерсе çын тăвассишĕн сахал мар тăрăшнă тăлăх арăм.
1948 çулта пĕр ачаллă хĕрарăм Элекçей Тимешри Александр Колсанова качча тухнă. Виçĕ вăрçă ветеранĕн арăмĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Сакăр ачаллă арçыннăн ывăл-хĕрне хăйĕнни пек юратса пăхнă ăш пиллĕ хĕрарăм.
Килĕштерсе пурăннă çемье. Кулуç аппа колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Мăшăрĕ иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Сылтăм аллинче икĕ пỹрне çеç пулнă унăн. Хул пуççине мина ванчăкĕсем ватнă. Хырăмĕнчи суран мĕн виличчен те канăç паман. Çапах та Ĕç Мухтавĕн орденне икĕ хут илме тивĕçнĕ вăрçă ветеранĕ Чулхулари бухгалтерсен шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна "5" паллăсемпе çеç пĕтернĕ. Тăван колхозра тĕп бухгалтерта, каярахпа кладовщикра тăрăшнă.
Акулина Антоновнăпа Александр Федотович пĕрле пурăнса тата 4 ачана кун çути парнеленĕ. Ывăлĕсемпе хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ вĕсем пурте тивĕçлĕ канура. Хăйсем суйласа илнĕ профессие парăнса ĕçленĕрен хисеп те çĕнсе илнĕ.
Виталий ĕмĕрне Елчĕкри крахмал заводĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Гена ялтах пурăннă, чире пула çамрăклах куçне хупнă. Валери Элекçей Тимешри кирпĕч заводĕнче мастерта, юлашки çулсенче директорта вăй хунă. Мария, чи кĕçĕнни, банк работникĕ.
Кулуç аппа ачасене уйăрса пăхман. Упăшкин ачисем те хăйĕнни пек хаклă уншăн. Ыт ахальтен мар вĕсем те ăна анне тесех чĕнеççĕ.
1978 çулта кил хуçи ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ырă çын вилсен ячĕ ĕмĕрлĕхех юлни куç кĕрет. Ачисем ашшĕн ырă ĕçне малалла тăсни темрен те паха.
Акулина Антоновна шкул вĕренмен пулсан та тĕнчери лару-тăрупа интересленет, район пурнăçĕнчен кая юлмасть. Рядовой колхозница ватлăх çулĕнче те инкекне курнă. Лаша таптаса кайнăран куçĕ те лайăх курма пăрахнă, ỹт-пĕвĕ те пĕкрĕлнĕ. Çавăнтанпа куçĕ япăх курать.
Сăмах ваклама та юратмасть Кулуç аппа. Кинĕ пулăшмасăр мунча та кĕреймест вăл. Картишне тухса кĕме те пулăшать çамрăкки.
Акулина Антоновна тĕп килте кинĕпе, ывăлĕпе 57 çул килĕштерсе пурăнать. Вĕсен пулăшăвне туйнăран тирпейлĕ те таса пурăнать ĕç ветеранĕ.
- Патшалăха тав тăватăп. Мана хваттер илме пулăшрĕ вăл. Вăрçă ветеранĕн арăмĕсем хисепре. Çакă чи пахи, - тет 100 çулхи Кулуç аппа.