Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирус та наркотиках

05 июля 2014 г.

 

Çапах та ун пек шутламаççĕ çав ăна кăмăллакансем. Чылай çыншăн вăл йăлана кĕнĕ хăнăху пулса кайнă. Пирус туртни сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ. Анчах кашни туртакан хăйĕн сывлăхне тĕрлĕ табак наркăмăшĕпе майĕпен пĕтерсе пырса хăрушă чирсем патне илсе пыни çинчен шухăшламасть. Тута-çăвар, ỹпке, апат хуранĕн ракĕсем, бронхит, астма, чĕре чирĕсем, ура çинчи юн тымарĕсем пĕтсе пыни (нумай чухне вĕсене татмах тивет) пирус туртнăран пуçланаççĕ те.

Паллах, маларах асăннă чирсем тỹрех палăрмаççĕ. Çамрăкла пирус мăкăрлантарни каярахпа çеç паллă пулать. Тумлам чула шăтарать мар-и? Ĕмсе илнĕ табак наркăмăшĕсем пирĕн организмри тĕрлĕ клеткăсене пăсаççĕ. Юна кирлĕ чухлĕ кислород пымасть. Çавăнпах çын хăвăрт ывăнать, тарăхакан пулать, ыйхи çухалать, ăс-тăн айванланать тата ытти те. Эппин, шутласа пăхăр, хыпмалла-и çăвара пирус?

Хăш-пĕр ача хăйне ăслăрах кăтартас, ыттисенчен юлас мар тесе туртма пуçлать. Çавна май хăйне хистет, вăйпах пируса хăнăхтарать. Хăй туртма пуçланăшăн савăнать-ха тата. Шăп çав хăнăхнă самантран унăн ỹпкисем, чĕри, пуç мими арканма пуçлаççĕ.

Хĕрсем пирус туртма пикенни тата та хăрушăрах. Ытла та аван мар-çке саралнă шăлсене, тĕссĕрленнĕ пит-куçа курма, хытнă сассине илтме. Пирус шăрши кĕрет тата! Çакă кайран хака кайса ларать. Сывă ача çуратасси пирки шутламалли те çук.

Мĕнле пăрахмалла-ха пирус туртма? Меслечĕсем нумай. Чи сиенсĕрри - сигарет хисепне чакарса пыни. Анчах пурте кун пек тума пултараймаççĕ. Кăмăл çирĕп пулсан тепĕр икĕ эрнерен туртас килни иртсе кайĕ. Хăвна шелле çеç. "Тепĕр пирус туртам-ха, ыран пăрахатăп", - тенипе пулмасть. Кашни туртнă пирус сиенлĕ пулнине ăнланма тăрăшăр. Çуран утăр, чупăр. Ун чухне туртнин сиенне тепĕр хут туйса илĕр.

Р.ШАКОВА, нарколог тухтăр.



"Елчĕк Ен"
05 июля 2014
16:20
Поделиться