Айтăр, хĕрсем вăййа тухар-и?
05 июля 2014 г.
Айтăр, хĕрсем урама
ешĕл çерем тăршшĕне.
Халь выляса кулнисем,
кайччăр ĕмĕр тăршшĕне,
- тесе юрларĕç Шăмалакра вăйă картине тăнă ватти-вĕтти. Иртнĕ вырсарни кун, ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркине асра тытса эпир Хăят уявне - вăйă пăрахнине кăтартрăмăр. Уява çынсем йышлăн пуçтарăннă: вăйă карти те пĕчĕкех пулмарĕ, курма пынисем те сахаллăн мар. Хут купăспа шăрантарса вылякан Николай Львовпа Николай Печков вăйă илемне кỹчĕç.
Эпир, Мина Денисова, Юлия Печкова, Валентина Сидорова, Валентина Чернова, Мария Степанова, Роза Львова, Василий Колесов тата ытти ватăсем ялти яш-кĕрĕме ĕлĕкхи чăвашсен - хамăр мăн асаттесемпе мăн асаннесен ырă йăли-йĕркине хăнăхтарас, вĕрентес тĕллевпе, чăнах, юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Çак ĕçе эпир çын хистенипе мар, хамăр ирĕкпе, чун хушнипе тăватпăр-çке. Ĕлĕкхи чăвашсем Çăварни, Мăнкун, Троица тата ытти уявсене епле хатĕрленнине те кашни çул кăтартатпăр. Кулленхи çак пархатарлă ĕçре пире ялти культура ĕçченĕсем - Алевтина Ермаковăпа Ирина Львова тата Венера Усанова библиотекарь нумай пулăшаççĕ. Хальхинче вĕсем хăйсем те пирĕнпе юнашар вăйă картине тăчĕç.
З.КУЛАКОВА.