Паха тăпра сая каять
02 июля 2014 г.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем пестицидсемпе, агрохимикатсемпе тата ытти хăрушă япаласемпе тĕрĕс мар усă курнине пула япăхланаççĕ. Лабораторире тунă тĕпчевсем те çакна уççăнах çирĕплетеççĕ. "Россельхознадзор" специалисчĕсем иртнĕ çул Раççейре 18 пин гектар çĕр лаптăкĕ çак сăлтава пула сиенленнине тупса палăртнă.
Хальхи вăхăтра лайăх тăпрана сутса тупăш тăвассипе çыхăннă ыйту кашни регионта та çивĕч тăрать. Çапла майпа иртнĕ çул 8 пин гектар тухăçлă çĕрĕн çиелти сийне хырса илнине тата ăна вырăнтан куçарса кайнине шута илнĕ. Дача е коттедж валли пулăхлах мар çĕрсене те тиркесе тăмаççĕ. Çак çухатусене саплаштарма та май çукпа пĕрех. "Россельхознадзор" специалисчĕсем хальхи вăхăтра çĕрсен 45 процент лаптăкĕнче гумус хисепĕ пĕчĕк тесе палăртаççĕ.
2013 çулта Раççейре саккуна пăсса тăпран паха сийне хырса илнĕшĕн юридици вăйĕнчи тата должноçри 150 çынна явап тыттарнă, вĕсене 517,1 пин тенкĕлĕх штраф панă.
"Россельхознадзорăн" республикăри управленийĕн инспекторĕсем иртнĕ çул ял хуçалăх производствин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă 10 районти 285 гражданин ĕçне тĕрĕсленĕ, вĕсем 248 гектар çĕр лаптăкĕпе саккуна пăсса усă курни çиеле тухнă. Çав шутра пулăхлă тăпрана хăйсем тĕллĕн хырса вырăнтан куçарнă 6 лаптăкра (0,51 гектар), пĕр лаптăкра (0,1337 гектар) паха тăпрана тĕп тунă.
Шупашкар, Çĕрпỹ, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Вăрнар, Улатăр, Муркаш районĕсенче тăпран паха сийне перекетлеменнине палăртнă. Вĕсенче пĕве тата çул-йĕр тунă, юсанă вăхăтра лайăх çĕрсем сая кайнине палăртнă. Пире тăрантаракан çĕр аннемĕре çапла тав тумалла-и?
Н.ВАСИЛЬЕВА,
"Россельхознадзорăн" республикăри управленийĕн специалисчĕ.