Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Комисси туса хунă

02 июля 2014 г.

Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçăн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, федерацин территори органĕсен пĕрлехи ĕç-хĕлне йĕркелеме, çавăн пекех 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене васкавлăн татса пама пулăшас тĕллевпе ведомство комиссийĕ туса хунă. Чăвашстат пуçлăхне Эльвира Максимовăна унăн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе 2014-2018 çулсенче пурнăçламалли мероприятисен календарь планне тунă, ăна Чăвашстатăн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. Республикăра çырава хатĕрленес ĕç пуçланать. Çапла майпа чи малтан ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсен списокне хатĕрлесе çитермелле, çырава районсене пайласа ирттерме кирлĕ картографи материалне йĕркелемелле, муниципалитет пĕрлĕхĕсенче çырав комиссийĕпе Чăвашстат çумĕнчи шалти штат службине туса хумалла тата ытти мероприятисене пурнăçламалла.

Аса илтеретпĕр, çырав пынă вăхăтра çĕр тата ĕç ресурсĕсем, акмалли лаптăксем, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ, ял хуçалăх продукцийĕн таварĕ çинчен информаци пухаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн 2006 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче 1101 ял хуçалăх организацийĕ, 2064 хресчен (фермер) хуçалăхĕпе уйрăм предприниматель, 272081 уйрăм хушма хуçалăх тата граждансен уйрăм ытти хуçалăхĕсем, 733 сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата граждансен коммерциллĕ мар дача пĕрлешĕвĕсем шутланнă.

Ял хуçалăх çыравĕ, ĕлĕк ирттернĕ çыру кĕнекисемпе, патшалăх тĕрĕслевĕсемпе, земство çыравĕсемпе танлаштарсан, вĕсенчен уйрăлса тăрать. Вăл хăйĕн умне статистика задачисем кăна лартать. Ку йĕркене Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен йышăннă федераци саккунĕнче çирĕплетсе хăварнă тата унта çакна палăртнă: çырав вăхăтĕнче илнĕ кăтартусемпе ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле хаклас, çавна май федерацин информаци пуянлăхне туллин йĕркелес тĕллевпе кăна усă кураççĕ. Çавăн чухне çырава тăратнă кăтартусен вăрттăнлăхне упрассипе тата должноçри çынсен яваплăхне ỹстерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăм тимлĕхре тытмалла.



"Елчĕк Ен"
02 июля 2014
16:07
Поделиться