Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чунĕпе ватăлмасть

02 июля 2014 г.

Çĕпĕр тăрăхĕнче 80 çул каялла çут тĕнчене килнĕ Надежда Александровна Колсанова. Ашшĕпе амăшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă кун шăпах инçетрен тăван тăрăха таврăнма тухнă. Поезд çинче илтнĕ хăрушă хыпар Колсановсен çемйине çапсах хуçнă. Çапах маларах тăван ене пуçтарăнма Турă пỹрнĕшĕн хĕпĕртенĕ çичĕ ача ашшĕпе амăшĕ. Тăван тăрăхăн пылчăкĕ те пылак теççĕ вĕт кун пек чухне. Ялта вара нуши-тертне ял-йышпа пĕрле чăтса ирттерме те çăмăлрах. Элекçей Тимеше çитсенех Колсановсем çĕр пỹртре пурăннă.

Яла таврăнни нумай та вăхăт иртмен - çемьере тепĕр ача кун çути курнă. Унтан пысăк йыша хăварса Александр Федотович хăй ĕмĕрĕнчи виççĕмĕш вăрçа тухса кайнă. Сакăр ачапа тăрса юлнă Анисия Даниловна.

Ачалăхĕ çăмăл килмен Надьăн. Сакăр çулта шкула кайнă. Çу вăхăтĕнче хирте пучах пуçтарнă, кĕлте çыхма тухнă. Ялти шкулта тăватă класс пĕтерсен урăх вĕренме тивмен ăна. Хĕр ача тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме пуçланă.

1946 çулта Надя ашшĕ вăрçăран çĕнтерỹпе таврăнсан çемье телейпе çиçнĕ. Ашшĕн кăкăрĕ çинче орденсемпе медальсем нумай пулнă. Туслă та йышлă çемьен мирлĕ пурнăçпа савăнса кăна пурăнмалла, анчах пысăк инкек сиксе тухнă - чире пула 8 пĕр тăванăн амăшĕ çĕре кĕнĕ. Пурăна киле ашшĕ тепре авланнă. 12 çулта тăван амăшĕсĕр тăрса юлнă Надя амаçури амăшне хисеплесе ỹснĕ.

Хĕр шутне кĕрсен Надя Елчĕкри столовойне ĕçе вырнаçнă. 1954 çулта столовăй хальхи район администраци çурчĕ вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă поварсемпе ытти ĕçченсем. Обществăлла апатлану предприятийĕнчи хĕрсем инçех мар вырнаçнă пусăран шыв йăтнă. Пусă умĕнче паллашнă та пулас мăшăрĕпе Надежда Александровна. Елчĕк каччи Элекçей Тимеш хĕрне тахçантанпах куç хывнă. Тарасаран шыв ăсма, тулли витресене йăтма пĕрре мар пулăшнă çỹллĕ те патвар йĕкĕт. Пĕр çул туслă çỹренĕ хыççăн Николай Владимировичпа Надежда Александровна çемье çавăрнă. Ишмуратовсем тĕп килте нумай пурăнман, уйрăлса тухнă. Малтанах пĕчĕк йывăç çурт лартнă. 1963 çулта çăка пысăк пĕренесенчен капмар çурт хăпартнă.

1964 çулта Надежда Ишмуратова Елчĕкри çăкăр заводне ĕçлеме кĕнĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл: экспедитор та, михĕ шаккакан та, урай çăвакан та. 1993 çулта техслужащире ĕçлесе пенсие тухнă. Тăватă директорпа ĕçлесе те ỹпкелешỹ сăмахĕсем илтсе курман вăл. Ĕçе яланах тĕплĕ пурнăçланă. Типтерлĕ хĕрарăм пулнипе палăрнă вăл Елчĕкре. Паян та çухалман унăн тирпейлĕхĕпе ятулăхĕ.

Надежда Александровнăпа Николай Владимирович ултă ачана кун çути панă. Пĕр тĕпренчĕкĕ 11 уйăхрах чирлесе вилнĕ. Пиллĕкĕшĕ тĕрĕс-тĕкел, сывă та патвар çитĕннĕ.

Çемье килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăннă. Николай Владимирович колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Ачасене çирĕп воспитани панă, ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕрре те ахаль ларман пилĕк пĕр тăван, колхоз хирĕнче вăй хунă.

Ĕçкĕ-çике илем кĕртнĕ Ишмуратовсем. Кил хуçи купăс калама ăста пулнă. Юратнă мăшăрĕ çумĕнче Надя такмаксем каланă, илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Ыт ахальтен мар тăр паян вĕсен хĕрĕсем юрлама юратаççĕ. Уявсенче чăваш халăх юррисене темиçе сасăпа янăратаççĕ. Тамара кинĕ те юрăç пулнăран тăвансем тулли кĕрекене пуçтарăнсан юрă-ташă кĕрлесе тăрать çуртра.

16 çул каялла Надя аппан мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Пысăк хуйхăна чăтма пулăшаççĕ те çумри хĕрĕсемпе ывăлĕ амăшне. Халĕ Надежда Александровна ачисем хăйне лайăх пăхнипе савăнса пурăнать. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне тĕпчĕке юлакан ывăлĕ çĕнетнĕрен те хĕпĕртенĕ вăл. Хĕрĕсем, Елчĕкрех хунав янă Люба, Вера, Таня, яланах амăшĕ çумĕнче пулма тăрăшаççĕ. Мускав облаçĕнче пурăнакан Галя та тăван киле манмасть. Илюш çемйи те час-часах пулать тăван килте. Кирек мĕнле пысăк ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ туслă пĕр тăвансем.

Ишмуратовсен хĕрĕсем ачасене воспитани парас ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ. Галя, Люба хĕрĕх çула яхăн воспитательте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Таня - кĕçĕн классен вĕрентекенĕ. Унăн та ĕç стажĕ 33 çул. Вера Елчĕкри тĕп библиотекăра ача-пăча уйрăмĕнче тăрăшать. 36 çул такăрлатать вăл çав сукмака. Аваллăха упраса хăварас тесе нумай тăрăшаканскер килте унăн алли тĕкĕнмен кĕтес те çук тăр. Тепĕр платникрен ирттерет Вера ăсталăхĕпе. Кашни ачи хăйсен ĕçĕнче Хисеп хучĕсене вуншар тивĕçнĕ.

Кĕçĕнни, Илья, салтакран килнĕренпех Шупашкарта автоинспекторта тăрăшать. Милици капитанĕ штанга йăтас енĕпе спорт мастерĕ. Районта 18 хут Акатуй паттăрĕн ятне çĕнсе илнĕ. Аппăшĕсен ачисене те спорта юратма вĕрентнĕ куккăшĕ.

Çынпа вăрçăнса курман Надя аппа. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ. Ватлăхра ачисен ырлăхне курса пурăнать.

- Пирĕн урамра Надя пек телейлĕ хĕрарăм çук. Ачисем пур енлĕ пулăшаççĕ, сума сăваççĕ. Савăнатпăр уншăн, - теççĕ Октябрь урамĕнче пурăнакан пенсионерсем.

Вĕсен сăмахĕсене ăшшăн йышăнать Надя аппа. Сакăр теçетке çула хăварсан та чунĕпе ватăлмасть-ха вăл. Пит-куçĕ те çап-çутă, пĕркеленчĕксем сахал. Çемçе те йăваш кăмăлĕпе тыткăнлать вăл кỹршĕ-аршăна. Сывлăхĕ кăна ĕлĕкхи мар. Çапах та çутă кунпа киленсе пурăнма мăнукĕсем, мăнукĕн ачисем çунат хушаççĕ ĕç ветеранне. Çывăх вăхăтра юбилей кĕрекине ларасшăн. Унтан тепĕр мăнукне качча парса пиллемелле. Ватă çыннăн пилĕ темрен хаклă. Çавăнпа ĕмĕртен пыракан йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшать ватă. Ачисене те çавнах вĕрентет.

В.СМИРНОВА.



"Елчĕк Ен"
02 июля 2014
16:02
Поделиться