Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Таяпа Энтринче - "Тарават" ушкăн

28 июня 2014 г.

 

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Тарават" ушкăн пирĕн яла концертпа пырассине маларах пĕлтернĕрен клуба халăх йышлă пухăнчĕ.

Ултă çынран тăракан ансамбль куракансене илемлĕ юрăсен ытамне путарчĕ. Пĕринчен тепри çепĕç те янăравлă саслă. Артистсенчен пĕрре те кая мар. О.Муравьева, Л.Егорова, А.Иванова, А.Сурков, Сергейпе Ольга Красновсем сцена çинче пуçласа мар. Вĕсем тавра ялсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Программа пуян. Икĕ сехете тăсăлнă концерт пурне те килĕшрĕ. Клуб заведующийĕ В.Шадриков юрăçсене ăшшăн тав турĕ.

Л.ИВАНОВА.



"Елчĕк Ен"
28 июня 2014
15:58
Поделиться