Асăрхасах тăмалла
28 июня 2014 г.
Çу - ачасен кĕтнĕ вăхăчĕ. Каникулта пушă вăхăт нумай. Çавăнпа та кам мĕнпе интересленет - çавăн патне туртăнать. Ытларах чухне вĕсем килте пĕчченех. Аслисем - ĕçре.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуллахи каникулта хула ачисем те ялалла туртăнаççĕ. Кун пек чухне хула "сывлăшĕ" яла куçас хăрушлăх та çук мар. Пысăк хуласенчи ачасем хăйсене ирĕккĕн тыткалани пирĕншĕн вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, аслисен, ял тăрăхĕсен ертỹçисен çулла ачасене усăллă канма, сывлăхĕсене çирĕплетме, пушă вăхăта пĕлсе ирттерме условисем туса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак ыйтусене наркотике хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче те пăхса тухнă. Комисси председателĕн çумĕ Л.Левый уйрăмах çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене çивĕч пăхса, сăнаса тăмаллине палăртнă.