Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкекре аякра тăрар мар

25 июня 2014 г.

 

Инкек куçа курăнса килмест тесе ыт ахальтен каламаççĕ. Лăпкăн пурăннă çĕртех Тăрмăшри Феофан Яковлевич Щербаков ватлăх кунĕнче нимсĕр тăрса юлчĕ. Кỹршĕрен тухнă пушарта унăн кил-çурчĕ, хуралтисем кĕле çаврăнчĕç. Ял çыннисем, "Урожай" хуçалăх инкеке лекнĕ 74 çулхи ватăна май килнĕ таран пулăшу аллине тăсрĕ. Анчах пуçтарăннă укçа-тенкĕпе пĕчĕк çурт лартма çитейменни куç кĕрет. Çавăнпа та район халăхне, организаципе предприятисен, хуçалăхсен ертỹçисене нушана лекнĕ çынна пулăшма ыйтасшăн. Елчĕксем çын хуйхи-суйхинчен аякра тăракан марччĕ. Ĕмĕрне колхозра ĕçленĕ ватăна пулăшас текенсене счет номерне пĕлтересшĕн:Р/с 42307.810.9.7500.4806601 0613/0457 Чувашское отделение № 8613 Сбербанк России Щербакову Феофану Яковлевичу.

Кирек мĕнле пулăшăва хавас пулĕ Феофан Яковлевич.

Л.ОСИПОВА,

Тăрăм ял тăрăхĕн депутачĕ.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2014
09:43
Поделиться