Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăхран - пысăк пулăшу

25 июня 2014 г.

 

Ачасене, нумай ачаллă çемьесене хавхалантарассине тата пулăшассине патшалăх малти вырăна хунине кура çемьесем ытлăн-çитлĕн пурăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă 320 çемье шутланать, вĕсенче 1004 ача çитĕнет. Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма май килни вĕсене килти хуçалăха та çирĕп йĕркелесе пыма май парать. Тулăх, çителĕклĕ пурнăçпа çитĕнекен çемьесенчи ачасем те телейлĕ, вĕсем малашлăх шанчăкпа, ĕмĕтпе хавхаланаççĕ.

Нумай ачаллă ашшĕ-амăшне хавхалантарас тĕллевпе республикăра тĕллевлĕ хушма программăпа килĕшỹллĕн амăшĕн капиталне уйăрни те çемьешĕн пысăк пулăшу. Кăçал районти 26 çемьере 3-мĕш, 4 çемьере 4-мĕш, 1 çемьере 6-мĕш ача çуралнă. Вĕсем пурте амăшĕн капиталне илме тивĕçлĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче (77-мĕш номер) çирĕплетнĕ "Çемьере виççĕмĕш тата ытти ачасем çуралнăшăн уйăхсерен укçа тỹлесси çинчен" указĕпе килĕшỹллĕн 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш тата ытти ачасем çуралнăшăн ача 3 çул тултариччен патшалăхран уйăхсерен 6509 тенкĕ тỹлесе тăни те çемьешĕн пысăк пулăшу. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче çак тỹлеве 86 çын, пурĕ 2765,2 пин тенкĕ илме тивĕçлĕ пулнă.



"Елчĕк Ен"
25 июня 2014
09:00
Поделиться