Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем - Ульяновск хулинчи Акатуйра

Шăмат кун Ульяновск хулинче чăваш халăх уявĕ - Акатуй пулса иртнĕ. Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче Лаш Таяпари информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Эткер" коллективĕ те пулнă. Вĕсем анатри чăвашсен чуна пырса тивмелли юрри-кĕввипе паллаштарнă, йăли-йĕркине кăтартнă.

Кăçалхипе 25-мĕш хут иртекен уяв концертне Пушкăртстан, Саратов, Самар облаçĕсенчи чăвашсен тата Чăваш Республикинчи халăх творчествин 25 коллективĕ хутшăннă. Чăваш Республикин делегацине Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ертсе пынă.

Елчĕк районĕн делегацине ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый тĕрлĕ регионра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене хисепленине палăртса çакăн пек пысăк уяв йĕркелесе пама пултарнăшăн Ульяновск облаçĕн губернаторне Сергей Морозова тав сăмахĕ каланă.

Сăмах май, пирĕн ентеш - Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Олег Мустаев "Пирĕн ĕмĕр" наци телепрограммисен тĕп редакторĕ - Ульяновск облаçĕнчи чăвашсене пĕрлештерессипе, вĕсен туслăхне çирĕплетессипе нумай ĕç туса ирттерет. Сергей Морозов губернатор унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакласа уявра ăна хисеп туни Елчĕксен чун-чĕрине хавхалану тата мăнаçлăх кỹнĕ.

Светлана АРХИПОВА.



"Елчĕк Ен"
04 июня 2014
16:47
Поделиться