Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Актерсемпе тĕл пулнă

Актерсемпе тĕл пулнă

Наци библиотекинче çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцие Раççей халăх артисчĕ, РФ Общество палатин членĕ, "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров режиссер тата кино, театр актерĕ, режиссер, сăвăç, Раççей халăх артисчĕ Александр Панкратов-Черный хутшăнчĕç.

Журналистсем вĕсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

Çав кунах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Карен Шахназарова йышăннă, хăнана асăнмалăх чăваш тĕрриллĕ кĕпе парнеленĕ.

 

Кино уявĕ малалла пырать

Халăхсен хушшинчи Шупашкарти кинофестивальте илемлĕ фильмсен тата наци киностудийĕсен конкурс программисемсĕр пуçне тата вун-вун мероприяти иртет республикăн тĕп хулинче, çавăн пекех кăçал "культура территорийĕ" ята тивĕçнĕ Патăрьелпе Хĕрлĕ Чутай районĕсенче.

Шупашкарти "Волжский" кинотеатр çак кунсенче "Мосфильм - 90 çулта" ятарлă программăпа ĕçлет. Унта асăннă киностуди хăй вăхăтĕнче ỹкернĕ фильмсене кăтартаççĕ. Çакна та палăртни вырăнлă: шăпах асăннă фильмсенче усă курнă хăш-пĕр тумпа тата вĕсене ỹкернине сăнланă кадрсемпе паллашма май пулчĕ те "Çеçпĕл" кинотеатрти фойере.

"Фестивальсен фестивалĕ" программа та пуян. Куравçăсем Алексей Германăн "Трудно быть богом", Алексей Федорченкон "Небесные жены луговых мари", Хоаким Лафоссăн "После любви" ĕçĕсемпе паллашма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Сандра Неттельбекăн "Последняя любовь мистера Моргана", Жан-Марк Валлен "Доллаский клуб покупателей" фильмĕсем те хăйсен куравçисене кĕтеççĕ.

Кĕçĕн çултисене Узбекистан режиссерĕн Камара Камалован "Горькая ягода", "Дикарь", "Чужое счастье", "Дорога над небесами" фильмĕсем тыткăнлĕç.

Наци библиотеки çак кунсенче Халăхсен туслăх çуртне аса илтерет. Унта наци киностудийĕсен фильмĕсен конкурсĕ иртет. Асăнса хăварар: çак конкурсра Чăваш Енрен "Нарспи" фильм (режиссерĕ Андрей Васильев) та хутшăнать. Унпа куракансем кĕçнерни кун паллашнă. Чăваш кинорежиссерĕсен ытти ĕçĕпе ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн кинозалĕнче паллашма май пур. Çак кунсенче унта Юрий Спиридоновăн "Муса Мусалаев. Путь воина" документлă фильмне, Владимир Карсаковăн "Юхха" илемлĕ картинине кăтартнă. Куравçăсем "Юхха" ĕçри Ольга Осипова тата Владимир Янтуш ролĕсемпе кăмăллă юлнă.

Кинофестивале республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем те хутшăнаççĕ. Сăмахран, Белоруссире пурăнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссер, сценарист, писатель Тутарстанри чăваш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл Шупашкара килсех çỹрет.

Ентешĕмĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсемпе тĕл пулнă.

Кинофестиваль чикки сарăлсах пырать. Кăçал Хĕрлĕ Чутай тата Патăрьел районĕсем йышăннă ăна. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа тĕл пулнă. Сергей Васильевич пиллĕкмĕш хут хутшăнать кинофестивале. Кашнинчех республикăри ял ĕçченĕсемпе, шкул ачисемпе, студентсемпе тĕл пулать. Театр тата кино ĕçне 40 çул панă актер "Ермак", "Георг", "Ванька Грозный", "Иуда", "Штрафбат" тата ытти фильмра ỹкерĕннĕ. Вăл ачасене актер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Сергей Васильевич Патăрьелне те çитсе килнĕ.

Кинофестивалĕн тăваттăмĕш кунĕ куравçăсене çĕнĕ фильмсемпе паллаштарчĕ. "Çеçпĕл" кинотеатрта конкурса тăратнă çак ĕçсене - "Разносчик", "Иуда" картинăсене, "Каскадра" - "Деливеранс" - кăтартрĕç.



26 мая 2014
10:31
Поделиться