Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Президент саламĕ

21 мая 2014 г.

Исемпелĕнчи Александр Дмитриевич Пчелов 90 çулхи юбилейне уявланă.

Ăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин саламланă. Вăл Раççей Президенчĕн салам открыткине вуласа панă май Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранне асăнмалăх парне парса чыс тунă, нумай çул пурăнма суннă.

Александр Дмитриевич Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 1942 çулта тухса кайнă. 1943 çулта сулахай алăран аманнă. Тăван яла çĕнтерỹпе 1945 çулхи юпа уйăхĕнче таврăннă. Унăн кăкăрне "Хăюлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" тата ытти медальсем илем кỹреççĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ нумай çул ялти пекарньăра заведующи пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса ỹстернĕ.



21 мая 2014
14:41
Поделиться