Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕтсе илеймерĕ

Вăрçă… Мĕн тери хăрушă сăмах! Çак хаяр та тискер сăмах 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр-шыври кашни çемьене пырса кĕнĕ. Мĕн чухлĕ инкек, хурлăх илсе килнĕ вăл!

Патреккел ялĕнчи Варвара Григорьевнăпа Трифон Васильевич Блиновсен çемйине те çитнĕ вăрçă нуши. Вĕсен çичĕ хĕр хыççăн çуралнă пĕртен-пĕр ывăлĕ Илья Трифонович 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех вăл çапăçăва кĕнĕ. Салтакăн ашшĕпе амăшĕ 1941 çулхи раштав уйăхĕнче ывăлĕ хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хут илеççĕ. Çапла татăлать çамрăк учителĕн пурнăçĕ.

Варвара Григорьевна манăн мăн кукамай пулнă май, эпĕ вăл мĕн ватăличченех ывăлне кĕтнине лайăх астăватăп. Вăл кашни кунах пỹрт умĕнчи сак çине тухса ларса ывăлне салтака ăсатнă çул çине темччен тинкеретчĕ, ăна чăтăмсăррăн кĕтетчĕ.

- Мана пытарма килет пулĕ-ха, - тетчĕ яланах.

Анчах та 94 çула çитсе вилсе те Варвара Григорьевна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне кĕтсе илеймерĕ...

Татьяна МИХАЙЛОВА.



"Елчĕк Ен"
08 мая 2014
07:21
Поделиться